Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
4 Мартӑн 2020, 23:50

«Илем» хĕрĕсен телейĕ - юрă-кĕвĕре

Пушкăртстанри 30 яхăн «чăваш халăх ансамблĕ» ята тивĕçнисенчен пĕри – Пелепей тăрăхĕнчи «Илем» ушкăн - çак кунсенче хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă турĕ

Çак коллектива йĕркелес ĕçе ытти чăваш хастарĕсемпе пĕрле иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулăн варринче хам та хутшăннă май, вăл мĕнле ура çине тăнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Малтанхи вăхăтра пухăнма вырăн уйăрса паман чухне хулари типографин хĕрлĕ кĕтесĕнче, медицина училищин акт залĕнче (Н.М.Николаевпа А.Т.Григорьев директорсем хамăр чăваш çыннисем пулнипе ирĕк панăран), кăшт каярах искусство шкулĕнче пуçтарăнаттăмăр. 1996 çулта Пелепей хулинче пуçласа республикăра наци культурисен центрне уçсан (уншăн çав вăхăтри хула пуçлăхне Риф Газизова тав тумалла), вăл «Илемĕн» тăван килĕ пулса тăчĕ. Çав вăхăталлах Шупашкартан пуçласа чăваш тумĕсем илсе килтĕмĕр, ансамбль ятне те тупрăмăр. Ун чухне хамăр тăрăхра кĕпе çĕлекен, тĕрлекен ăстасем пулман-тĕр.
Ушкăна йĕркелесе яракани тата 15 çул хушши ертсе пыракани Владимир Гордеев юрă-кĕвĕ ăсти, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор пулнă. Вăл педагогика училищинче кунĕпе ĕçленине пăхмасăр каçсерен «Илем» хастарĕсем патне васкатчĕ, репертуара çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем кĕртме мехел çитеретчĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикинчи Етĕрне районĕнчи Ачак ялне кайса А.Русков ăстаçăран чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсем илсе килни те паянхи кун куç умĕнче тăрать.
Владимир Ефимович тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн ансамбле унăн вĕренекенĕ Наталья Ахмадиева педагог ертсе пычĕ. Пуçĕпех халăх сăмахлăхĕ (фольклор) айне путнă çамрăк специалист коллектива çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ темелле. Эстрада витĕмĕ иккĕмĕш вырăна куçса авалхи халăх юррисем репертуарăн тĕп тĕшши пулса тăчĕç. Çак суйласа илнĕ çулпа илемсем паянхи кун та малалла утаççĕ, чăваш кураканĕсене савăнăç парнелеççĕ. Халăх ансамблĕ ята тивĕçнĕ ушкăна 2016 çултан пуçласа паянхи кунччен Нина Никитина пултаруллă хĕрарăм ертсе пырать. Унта 30 çултан иртнисем те, çулланнă сумлă ватăсем те пур. Акă, Алевтина Савельева çулĕпе саккăрмĕш теçеткепе пынине пăхмасăр пĕр репетици-концертран та юлмасть, тепĕр чухне ăс-хакăлпа тата пултарулăхпа çамрăксенчен те ирттерет.
- Халăх юррисене эпир ялсем тăрăх çÿресе пуçтартăмăр. Çакă чи кăсăкки тата кăмăла çĕклекенни пулчĕ. Ватă асанне-кукамайсене чĕнсе илсе авалхи юрăсене магнитофон çине çыртартăмăр. Наталья нота материалĕсем туса хатĕрлерĕ,- аса илет Нина Константиновна. - Пелепей район администрацин культура пайĕ халăх йăла-йĕрке стилĕпе кĕпе-костюмсем çĕлетсе пачĕ. «Халăх коллективĕ» ята тивĕçсен асаннесен арчисене уçса пăхма, вĕсен пурлăхĕпе паллашма тытăнтăмăр.
Ĕлĕк пир тĕртмелли станоксем кашни чăваш çемйинчех пулнă. Кил хуçи арăмĕ пир тĕртсе çемьене тумлантарнă, хĕр тупри хатĕрленĕ. Уявра тăхăнмалли кĕпе-йĕме паллă та пĕлтерĕшлĕ кунсенче çеç тăхăннă. Çавăнпа та ăна упранă, каярах вăл ăруран-ăрăва куçнă. Эпĕ хамăрăн пысăк çемьере йĕтĕн акса çитĕнтернине, ăна туранине, шывра тытнине астăватăп. Хулăн çипрен çăпата айĕнчен тăхăнмалли чăлха çыхатчĕç, çухинчен шурă пир тĕртсе кĕпесем çĕлетчĕç. Мана валли асаннен амăшĕн XIX ĕмĕрте çĕленĕ кĕпи упранса юлнă. Ăна 100 çул ытла. Çакăн пек кĕпесем пирĕн ансамблĕн арчинче пиллĕке çити упранаççĕ. Халĕ эпир çак пурлăх çине пăхса хамăр кĕпесем çĕлетпĕр, - тет халăх ансамблĕн ертÿçи.
«Халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕ ушкăнăн кĕвĕ инструменчĕсем те халăхăн пулмалла пек. «Илем» хастарĕсем çак саманта та шута илмесĕр хăварман. Юрă-ташă ăстисен аллинче хут купăс (вĕсем виççĕ), параппан, шăпăр, шăхличсемпе шăнкăравсем, шакăртмасемпе кашăксем курма пулать. Паллах, кашнин сасси чĕрене пырса тивет, куракана иртнĕ пурнăç авăрне путарать. Ансамблĕн концертмейстерĕ пулса чылай çул хушши Владимир Каранкин ĕçлет. Вăл баянпа та, купăспа та ăста вылять. Юлашки вăхăтра унăн аллинче манăçа тухса пыракан шăпăра курма пулать. Ăна илемçĕсене Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта пурăнакан Виталий Захаров шăпăрçă хатĕрлесе панă.
Чĕрĕк ĕмĕр тăрăшшĕнче «Илем» халăх ансамблĕ хамăр республикăри районсемпе хуласемсĕр пуçне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă. Эрĕнпурпа Самар облаçĕсем, Тутарстанпа Чăваш Ен тата ытти те. Кашнинчех дипломант е çĕнтерÿçĕ ята тивĕçме пултарнă. Çакăнпа Пелепей хулинчи «Урал Батыр» наци культурисен центрĕнчи чăваш пÿлĕмне («Илем» шăпах çакăнта тымар янă) кĕрсе курсан та паллашма пулать – пÿлĕмри стенансен пĕр енĕ пĕтĕмпех Хисеп хучĕсемпе тата Дипломсемпе тулнă. Сăмах май, юбилей каçĕнче те (вăл февраь уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ) илемçĕсен ячĕпе нумай ăшă та кăмăллă сăмахсем каларĕç. Район администрацин социаллă аталану управленин ертÿçи Олег Данилин «Илемĕн» кашни хастарнех Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Саламлакансен шутĕнче Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев, Пишпÿлекпе Мияки районĕсенчи чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕсем Вера Васильевапа Иван Павлов, Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринчи «Илем» халăх ушкăнĕ (ертÿçи – И.Корнилова), çак йĕркесен авторĕ саламларĕç. Наци культурисен центрĕн директорĕ Людмила Джима вара илемçĕсене чăн-чăн чăваш параппанне парнелерĕ.
Уяв каçне вĕçленĕ май «Илем» халăх ансамблĕн ертÿçи çакна палăртрĕ:
- Пирĕн çынсем патне çемьери йăла-йĕркесене илсе çитерес килет. Çакă паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн пултарулăхăн никĕсĕ шутланать,- терĕ Нина Константиновна. – Çемье вăл - чи хакли. Çемье никĕсĕнчен килекен пулăмсем ĕмĕрсем урлă иртеççĕ. Енчен те ача мĕн пĕчĕкрен наци йăли-йĕркине пăхăнса çитĕнет пулсан, ун пек çемье арканмасть, вăл çирĕп. Çемьен тулăх пурнăçĕ наци, республика тата пысăк çĕршывăн ырлăхĕнчен килет.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пелепей хули.
Читайте нас: