Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
5 Мартӑн 2020, 00:40

Паянхи куншăн та çивĕч ыйту

Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чуюнчă-Николаевка шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне ирттертĕмĕр.

Мероприятие Çĕнĕ Янбек шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те килсе çитрĕç. Пурте пухăнсан «Тăван чĕлхене сыхласси тата аталантарасси» темăпа çавра сĕтел йĕркелерĕмĕр. Малтан вырăнти шкул директорĕ Светлана Петрова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан çак йĕркесен авторĕ‚ Ирина Ильина‚ тухса сăмах каларĕ. Çак темăпа ачасемпе епле ĕçлени çинчен А.В. Ларионова ача сачĕн воспитателĕ‚ пуçламĕш классен вĕрентекенĕ О.В.Яковлева‚ чăваш чĕлхипе литература учителĕ Л.В.Исаева паллаштарчĕç. Вĕсем çакăн йышши мероприятисен пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç‚ вăл ачасемпе аслисемшĕн тухăçлă пуласса шанчĕç. Асăннă мероприяти пухăннисен кăмăлне кайрĕ. Шкул коридорĕнче тĕрлĕ выставкăсем ĕçлерĕç: чăваш апачĕ‚ алă ĕçĕсем, çĕнĕ кĕнекесем...Вĕренекенсем вара «Савар‚ мухтар чĕлхемĕре» композици кăтартса пачĕç.
Çак статьяра эпĕ çавра сĕтелте хускатнă хăш-пĕр шухăшсене илсе кăтартасшăн. Сăмахран, тăван чĕлхене вĕренес пулăм çемьере пурнăçланмалла. Ача çураличченех унпа тăван чĕлхепе калаçмалла‚ юрăсем юрламалла‚ ăшă та çепĕç сăмахсем каламалла.
Шкул çулне çитеймен ачасенче тăван халăхăн историне‚ унăн культурине‚ йăли-йĕркисене‚ чун-чĕм пуянлăхне пĕлме интерес çуратмалла. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта ачара хăйĕн халăхĕпе куçа курăнман çыхăну йĕркеленет. Çак çыхăнăва вăхăтлă курса аталантарсан‚ ачан малашлăхĕ никĕсленет. Анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ачисене çуралсанах вырăс чăлхипе калаçма вĕрентеççĕ. Чăваш çемйисенче ачасем тăван чĕлхепе çăмăл та таса калаçаççĕ. Ют чĕлхене хăнăхтарнă чух вара çакăн пек калаçнине илтме çук.
Давлекан районĕнче икĕ шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Пирĕн шкулти вĕрентÿ процесне чăваш чĕлхипе йĕркеленĕ. Мĕншĕн тесен кунта пĕр наци ачисем çеç ăс пухаççĕ.
Çулсерен районта тăван чĕлхепе учительсен семинарĕ иртет. Унта вĕренекенсем хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ‚ шкулсенче тематика хаçачĕсем кăлараççĕ‚ тăван чĕлхе эрнисемпе конференцисем‚ олимпиадăсемпе конкурссем ирттереççĕ. Лидия Исаевапа Лидия Иванова районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсем тăван чĕлхене вĕрентес ĕçре пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем - район тата республика шайĕнче иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадисен призерĕсемпе çĕнтерÿçисем. Яна Владимирова 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче Шупашкар хулинчи регионсем хушшинчи олимпиадăна хутшăнчĕ. Ульяна Иванова республикăри олимпиадăра I вырăн çĕнсе илчĕ.
Паянхи кун ыйтакан условисенче хăш-пĕр çамрăк çынсем чăваш менталитечĕ хавшаннă пек калаçаççĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕсем вырăсла шухăшлаççĕ. Унтан ăсра вырăс сăмахĕсене чăвашла куçараççĕ. Çапла вара чăваш сăмахĕсене пăтраштарса‚ тăван чĕлхене пăсса калаçаççĕ.
Ачасемпе тăван чĕлхепе килте кăна мар‚ обществăлла вырăнсенче те пуплемелле. Çынсенче хамăр нацишĕн мăнаçлăх çуратмалла. Енчен те ачасем хамăр халăхăн историне‚ унăн чаплă ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕлеççĕ пулсан‚ вĕсем хăйсен чĕлхипе тата нацийĕпе мăнаçланĕç.
Тăван чĕлхене сыхласа хăварас тата ăна аталантарас тесе Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ пысăк ĕçсем тăвать. Çавра сĕтел хушшинче ларакансем - Канаш ĕçтăвком членĕсем. Эпир те çак ĕçе хастар хутшăнатпăр. Эпĕ хам вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетĕп, анчах тăван чăваш чĕлхинчен нихăçан та уйрăлман.Тăван чĕлхепе çырнă статьясем хаçатсемпе журналсенче кун çути пĕрре мар курнă. Унсăр пуçне чăваш кăларăмĕсене те çырăнса илетĕп.
Пурнăç куллен улшăнать, кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те часах хăнăхатпăр. Яланах çапла пулнă пек туйăнма пуçлать. Çав вăхăтрах пурнăç улшăнăвĕсене чи малтан сисĕмлĕ вĕрентекенсем туяççĕ. XXI ĕмĕрте пач урăхла самана - «глобализаци» тени ĕлĕкхилле ĕçлекенсене хĕрхенсе-ачашласа тăмасть. Çĕнĕ информаци технологине алла илеймерĕн, вĕсемпе усă курма вĕренеймерĕн пулсан, пурнăçран тăрса юлтăн теме те юрать.
Ачана чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне хăй çуралса ÿснĕ тăван ялпа района, республикăна, тăван чĕлхене, тăван халăх историйĕпе унăн культурине, йăли-йĕркисене чун-чĕререн хисеплессине, юратма вĕрентессине; шкул ачисене чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма хăнăхтарассине; çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерессине; Раççей Федерацине, унăн нумай нациллĕ халăхне юратма, хисеплеме вĕрентессине тĕпе хумалла.
Çеçпĕл Мишши тăван чĕлхешĕн çунни-асапланни паянхи куншăн та питĕ çивĕч тăрать. «Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ .. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл». Çапла çырнă 20 çулхи каччă.
Читайте нас: