Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Мартӑн 2020, 16:30

"Хур тĕкĕ" йăла-йĕрке уявĕ

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ кăмăллă та савăнăçлă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Вĕсенчен пĕри – «Фольклориада-2020» халалланă «Хур тĕкĕ» фольклор уявĕ. Ăна Юмаш ялĕнчи модельлĕ вулавăшра йĕркеленĕ.

Ял вăл – тăван чĕлхепе тĕне‚ пирĕн халăхăн йăли-йĕркисене упракан çăлкуç. Паянхи условисене шута илсе культура учрежденийĕсем мăн асатте-асаннесен йăлисене çĕнĕрен пуçарса яраççĕ‚ вĕсемпе çамрăк ăрăва паллаштараççĕ.
«Хур тĕкĕ» чи интереслĕ йăла-йĕркесенчен пĕри шутланать. Вăл уяв сĕмĕпе иртет. Хальхинче вулакансем ĕçпе кану ларăвне «путнă». Хăйсене ĕлĕкхи тĕк уявĕнчи пек туйнă. «Çеçпĕл» клуб ертÿçи Вера Иосифовна ачасене асăннă йăла историйĕпе паллаштарнă. Уява килнĕ хĕрарăмсем вара вырăс тата чăваш юррисене юрланă май тĕксем чĕрнĕ. Çавăнтах И.Н. Евсеева хур тĕкĕсенчен кукăльсемпе икерчĕсене çупа сĕрмелли хатĕр тума вĕрентнĕ. Çак мастер-класс уйрăмах пĕчĕк вулакансен кăмăлне кайнă. Унсăр пуçне вĕсем вăйăсене хутшăннă‚ хурсене халалланă юрăсем шăрантарнă‚ тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Унтан пухăннисем тутлă та çÿхе икерчĕпе чей ĕçнĕ. Çапла вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех иртнĕ. Çакăн пек уявсем - ĕçре пулăшу кăна мар‚ йăпану тата пулас кинсемпе паллашу – ăруран ăрăва куçса пыракан кил-çурт тата хаваслă та çепĕç йăла-йĕркесен шкулĕ.
Читайте нас: