Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Мартӑн 2020, 16:25

Паттăрсен умĕнче пуç таятпăр. А.А. Лукин

Андрей Александрович Лукин (1905 – 1971çç)

А.А. Лукин Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче çуралнă. 1941-1942 çç Ленинград хули çывăхĕнче‚ Украина çĕрĕ çинче çапăçнă. Хаяр çапăçусенчен пĕринче аллипе урине хытă амантнă. Вилнисен шутне кĕртнĕ рядовой Новосибирскри госпитальте сипленнĕ. Анчах унтан тухнă хыççăн та хăй тĕллĕн çÿреймен Килне иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă. Новосибирскран Аксаково станцине салтаксем илсе килсе хăварнă. Яла таврăнсан ăна хĕлле çунапа, çулла урапапа туртса çÿренĕ. Ури çине тăрсан çăпатасăр пуçне урăх нимĕн те тăхăнайман. Çăпати тĕпне шакмак çапнă пулнă. Çавăнпа та ăна ялта Шакмак Энтри, Уксах Энтри тесе чĕннĕ. Вăрçăччен колхозра тĕрлĕ ĕç тунă пулсан, вăрçă хыççăн колхоз кĕлетĕнче ĕçленĕ: кĕреплесем тунă, пăяв явнă. Вăрçă çинчен каласа панă чухне «нимĕçсем пире çавапа çулнă пек çулчĕç» тесе каласа панă тет. Аманас ÿмĕн вара çапла пулса тухнă. Пĕр вырăс салтакĕ: «Лукин, айда закурим», - тесе хăй патне чĕнсе илнĕ. Çав вăхăтра вырăс салтакĕ пуля лекнипе Энтри çине йăванса каять. Лукина та амантаççĕ. Аран-аран упаленсе тухать вăл вилнĕ салтак айĕнчен. Вăрах выртать юр çинче. Çывăхра никам та çук. Пĕр йытă килсе шăршласа каять те çухалать. Тĕттĕмленсен икĕ санитарка Энтрие çуна çине хурса вăрман хĕрне илсе тухнă. Унтан госпитале ăсатнă. Мăшăрĕпе ултă ача çуратса ÿстернĕ. Тăваттăшĕ вăрçăччен, иккĕшĕ вăрçă хыççан çуралнă.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: