Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Мартӑн 2020, 16:25

Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕ– сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн

Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ (ертÿçи – В.И. Васильева) сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пырас, çамрăк ăрăва спортпа туслаштарас тĕлĕшпе сахал мар спорт мероприятийĕ йĕркелесе ирттерет.

Асăннă пĕрлĕх пуçарăвĕпе февраль уйăхĕнче Михайловка ялĕнче Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕн ертÿçи пулнă, йывăр чире пула çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Иван Витальевич Никитина халалласа «Йĕлме йĕлтĕр» иртнĕ. Март уйăхĕнче чăвашсен Канашĕ, «Фаворит» НКО тата Пăслăк ял хутлăх администрацийĕн сĕнĕвĕпе Пăслăкри нумай функциллĕ культура центрĕнче районăн çурçĕр хĕвеланăç енче вырнаçнă ялсем волейбол ăмăртăвне пуçтарăннă. Турнира Михайловка, Ермолкино, Пăслăк, Йăлпăлак ялĕсенчи тата кăнтăр хĕвелтухăç енче вырнаçнă Сухоречка ялĕнчи волейбол командисем килсе çитнĕ. Ăмăртакансем кашни мечĕкшĕн хастар кĕрешнĕ. Куракансем вĕсене хавхалантарсах тăнă.
Пĕтĕмлетÿ тăрăх, Йăлпăлак команди ăмăртăвăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл турнир кубокне тата парнесене тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Михайловка, виççĕмĕшне Ермолкино командисем йышăннă.Тĕрĕссипе вара, кам миçемĕш вырăна тухни мар, пушă вăхăтра çамрăксем спортпа туслă пулни паха.
Надежда Родионова хатĕрленĕ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: