Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 12:50

Анатолий Самуилович Фадеев

Анатолий Самуилович Фадеев (1925-2007 çç)

Манăн кукаçи, Анатолий Самуилович Фадеев, 1925 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕсен çемйи юнашар Михайловка ялне пурăнма куçнă. Анатолий шкултан вĕренсе тухсан колхозра лашасем пăхма пуçланă.
1942 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илнĕ. Тÿрех 170-мĕш танк бригадине янă. Асăннă бригада 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче Воронеж фрончĕн йышне кĕнĕ. Пултаруллă Т-34 танк бригадин йышĕпе Воронеж, Курск, Белгород облаçĕсене иртнĕ. Сылтăм ен Украинăна, Молдавие ирĕке кăларнă. Танк экипажне тата çапăçăва пĕлсе ертсе пынăшăн бригада командованийĕ чăваш каччине офицера вĕренмелли курссене янă. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн «кĕçĕн лейтенант» пĕрремĕш офицер званине панă, хăй çапăçнă 170-мĕш танк бригадинчи взвод командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Бригада йышĕнче Румыни, Венгри, Австри çĕршывĕсене ирĕке кăларнă. Вăрçа 1945 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вена хули çывăхĕнче, Гитлера хирĕç кĕрешекен коалици союзникĕсемпе тĕл пулнă хыççăн вĕçленĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çар йышĕнче Закарпатье вăрманĕсенчи бандеровецсене тĕп тунă çĕре хутшăннă.
Вăрçăра Анатолий Самуилович виçĕ хутчен аманнă. Икĕ çăмăл, пĕр йывăр суран «туяннă». Нимĕç фашистчĕсене хирĕç кĕрешнĕ май ăна хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă.
Пĕр орденне А.С. Фадеева вăрçă хыççăн панă. 1945 çулхи май уйăхĕн 7-8 мĕшĕнче Анатолий Самуилович ертсе пыракан взвод Вена хули хĕррине пырса кĕрсе тĕп вăйсен бригадине союзниксемпе тĕл пулма май туса панă. Сахал мар нимĕç салтакне, техникине тĕп тунă, взвод вара йышне те, техникине те сыхласа хăварма пултарнă. Орденпа наградăлани çинчен калакан приказа 1945 çулхи май уйăхĕн 27 мĕшĕнче алă пуснă.
Тăванĕсем ывăлне 1947 çулхи çулла тин, Анатолий кĕске отпуска таврăнсассăн, курнă. Çав çулах, кĕркунне хăйĕнпе пĕр ялта çуралса ÿснĕ Федосия Васильевна Игнатьевана качча илнĕ. Мăшăрĕпе вĕсем вăрăм та телейлĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ. Виçĕ ача, икĕ хĕрпе пĕр ывăл, çуратса ÿстернĕ.
Вăрçă хыççăнхи çар служби Оренбург облаçĕнче, Армени ССРĕнче иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Казахстан çеçенхирĕсене уçнă çĕре хутшăннă. Рота командирĕнчен пуçласа танк полкĕн автотрактор службин пуçлăхне çитнĕ. 1972 çулта майор званийĕпе отставкăна тухнă, анчах Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçе пăрахман. 19 çул хушши вăтам шкулта ачасене пуçламăш çар вĕрентĕвне алла илме хăнăхтарнă. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн тата СССР Хĕç-пăшаллă çар ретне тăма кирлĕ пек хатĕрленĕшĕн 1985 çулта черетлĕ «запасри подполковник» çар званийĕ, 2000 çулта Тăван çĕршывăн аслă вăрçи 55 çул тултарнă тĕле «запасри полковник» звани панă.
Паянхи кун тĕлне Анатолий Самуилович Фадеевăн икĕ мăнукĕ унăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсем аллисене пăшал тытса Тăван çĕршывăн çĕрĕсене тата ирĕклĕхне сыхлаççĕ.
Андрей ВЕЛИЧКО мăнукĕ,
РФ хĕç-пăшаллă вăйсен полковникĕ.
Санкт-Петербург хули.
Читайте нас: