Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 12:50

Ансат мелсене çеç пăхăнмалла

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчипе COVID-19 инфекцийĕпе чирлисен шучĕ 1430141 çынна çитнĕ. Сывалнисен шучĕ 301130 çынпа танлашать, вилнисен - 82119. Раççейре апрель уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне чирлисен шучĕ 7517çынна çитнĕ, 503-шĕ сывалнă, 61 – вилнĕ. Пушкăртстанра коронавирус чирĕн хăрушлăхне 106 çын лекнĕ, вĕсенчен 12-шĕ ачасем. Вун икĕ чирлĕ çынна тупса палăртнă.

Коронавирусăн анлă эпидемийĕ Китай çĕршывĕнче 2019 çулăн вĕçĕнче пуçланнă. Çак хăрушă чир хăйĕн, çывăх çыннисен, тăванĕсен сывлăхĕшĕн пăшăрханакан кашни этемех канăç памасть. Чир ерессинчен сыхланас тесен ансат йĕркесене çеç пăхăнмалла.
Аллăрсене час-часах супăньпе çăвăр
Сĕтел-пукан çийĕсене хуçалăхра усă куракан çумалли, дезинфекци тумалли хатĕрсемпе сăтăрмалла. Алăсен тасалăхĕ - гриппа коронавирус чирĕсем сарăлассинчен сыхланмалли чи кирлĕ мера.
Алăсене супăньпе çума май пулмасан спирт тытăмлă е дезинфекци салфеткисемпе усă курмалла. Сĕтел çийĕсене, алăк хăлăпĕсене, пукансене, гаджетсене тата ыттине те дезинфекци туни вируссене пĕтерет.
Пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăну тата этикет
Вируссем чирлĕ çынран сывлăхлине сывлăшпа тумлам урлă (ÿсĕрсен, апчху тунă чух) куçма пултараççĕ. Çавăнпа чирлисен патне 1 метртан çывăхарах пыма юрамасть. Аллăрсемпе куçăрсене, сăмсăрпа çăварăра тытассинчен сыхланăр. Гриппа коронавирус çак мелпе сарăлать. Сăмсапа çăвара маска тăхăнăр е ытти алă айĕнчи япалапа хÿтĕлĕр. Ÿсĕрнĕ, апчху тунă чух пĕр хутчен çеç усă курмалли салфеткăсемпе хупланăр, унтан вĕсене çÿп-çап пухмалли вырăна пăрахмалла. Çул çÿревсене, çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене тухса çÿрес пулмасть.
Сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пырăр
Сывлăхлă пурнăç йĕрки организм инфекцисене хирĕç кĕрешмелли вăйне ÿстерет. Кирлĕ таран çывăрăр, витаминсемпе, минералсемпе, белокпа пуян апат çийĕр, физкультура çинчен те манас пулмасть.
Сывлав органĕсене маскăпа хуплăр
Вирус сарăлассинчен сыхланмалли ытти профилактика мелĕсен хушшинче маска тăхăнни пысăк вырăн йышăнать. Сутлăхра пулмасан вĕсене хăвăр та çĕлеме пултаратăр.
Медицина маскипе çакăн чух усă кураççĕ:
- сывлăшпа тумлам урлă ерекен чир алхаснă вăхăтра;
- çын йышлă çÿрекен вырăнта, обществăлла транспортра;
- чирлисемпе калаçнă, вĕсене пăхнă самантра.
Чирлесен мĕн тумалла?
Килĕртен ан тухăр. Хăвăр чирлени çинчен тухтăрсем патне шăнкăравласа пĕлтерĕр. Тухтăр хушнă пек чирлĕ çын режимне пăхăнăр, шĕвек нумайрах ĕçĕр.
Çемьере кам та пулсан коронавируспа чирлесе ÿксен
- тухтăра чĕнтерĕр.
- чирлĕ çын валли пÿлĕм уйăрăр. Ун пек тума май пулмасан чирли патне 1 метртан ытла ан çывхарăр.
- ачасемпе ватăсене чирлĕ çынпа хутшăнассинчен сыхланăр.
- пÿлĕмсене тăтăшах уçăлтарса тăрăр.
- сĕтел-пукан çийĕпе килте усă курсан, дезинфекци хатĕрĕсемпе çуса тăрăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: