Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 12:25

Кайăксен сасси çĕр çинчен ан çухалтăр

Кашни ҫулах апрель уйăхĕн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Пӗтӗм тӗнчери ЮНЕСКО организацийӗн “Этем тата биосфера” биологи программи шайӗнче ирттереҫҫӗ.

Чи малтан ҫак уява 1894 ҫулта Çурçĕр Америкăри Пенсильвани штатĕнче пӗр талантлӑ учитель пуҫарнипе ирттернĕ. Вăл ҫурхи кун вӗҫен кайӑксем хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑван ҫӗршывне таврӑнма пуҫласан, экологи уявне йӗркелесшӗн пулнӑ.
Питӗ чаплӑ шухӑш хӑвӑрт аталаннă, темиҫе ҫултан вара Кайӑксен кунне Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче паллӑ тума пуçланă. Каярах праҫник Европӑри шкулсемпе ҫут ҫанталӑк сыхлав организацийӗсене те ҫитнӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Кайӑксен кунне Раҫҫее те паллă тума пуçланă.
Шӑнкӑрч йӑвисене туни тата ытти ӳнерҫӗсен авалхи йӑли-йӗркине тытса пыни пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм: ҫын вӗҫен кайӑксене пулӑшни кӑна мар, хӑй те ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑхланса пынӑ, унпа чӑн-чӑн пӗрлӗхре пулнине лайӑхрах ӑнланнӑ. Кайӑк-кӗшӗк вӗҫнипе пӗрлех Русьри ҫынсем ҫуркунне ҫитнине уявланӑ, ҫутҫанталӑкпа пӗрле хӗллехи ыйхӑран вӑраннине сӑнласа панӑ.
Тӑван ҫӗршыва малтан кураксем вĕçсе килеççĕ. Вӗсем хыҫҫӑн шӑнкӑрчсем, чĕкеçсемпе шăпчăксем, саркайăксем, ытти вӗҫен кайӑксем тавралăха илем кÿреҫҫӗ.
Ҫак кун ялан тенӗ пекех тӗрлӗ флешмобсем, акцисем тата массӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вӗсен тĕп тӗллевӗ - çут тĕнчери кайӑксен йышне тата хисепне упраса хӑварас енӗпе тӗнчери общественноҫа явӑҫтарасси. Кайӑксене сыхлас ыйту паянхи кун питĕ ҫивӗч тăрать. Мӗншӗн тесен юлашки 400 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗр ҫинчен 100 ытла кайӑк ҫухалнӑ, хальхи вӑхӑтра та вӗҫен кайӑксен нумай тӗсӗ вилсе пырать.
Ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру пирӗн ҫӗр ҫинчи ҫутҫанталӑка упрас тата пин-пин илемлӗ кайӑкпа вӗсен чаплӑ юрри ҫӗр пичӗ ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе яваплӑрах та пуçаруллăрах пуласса шанас килет.
Анфиса САЛИХОВА,
ППУ Çтерлĕ филиалĕн
1 курс студентки.
Читайте нас: