Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 12:35

Мĕн парнелем?

Юламанăм, Юламанăм!Ытарайми тăван ялăм...Ман асăмран тухаймарăн.Эс чĕнетĕн:“Таврăн! Таврăн!”

Паян мар ыран тен, çитĕп.
Ах! Мĕн илсе пырам сана?-
Кучченеçсĕр çÿреместĕп
Эп нихçан та хăнана.
Ачалăхăм ялта çÿрет.
Вăл кашни кун мана кĕтет.
Мĕн туянам-ши ун валли:
Тен, канифет? Тен, сантали?
Киле кĕмесĕр урамран
Нумай чупать-çке вăл çарран...
Яшлăх та юлнă пытанса
Шап-шурă хурăн хыçĕнче...
Халĕ кĕтет пуль вăтанса
Хурăн умĕнчи сак çинче.
Ăна та кучченеç парăп,-
Салтак çыруне тавăрăп...
Тен, тăвансем те кĕтеç пуль:
“Хаман çитеймеç”- тееç пуль.
Вĕсем валли мĕн туянам?
Эп чăваш сăри йÿçĕтем
Тата пÿремеч пĕçерем.
Тăван ялăм, Юламанăм,
Ачалăха эс упратăн,
Яшлăхăма та сыхлатăн...
Ырă кăмăлăм чун тулли,-
Пултăр-ха парне сан валли.
Нина ФЕДОРОВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: