Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 13:00

Тимофей Алексеевич Михайлов

Тимофей Алексеевич Михайлов (1924 – 1994 çç)

Пирĕн атте, Тимофей Алексеевич Михайлов, 1924 çулта Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине кайма 1942 çулта повестка панă. Атте 2-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче çапăçнă. СУ-152 самоходный установка командирĕ пулнă. Брянска, Кенигсберга ирĕке кăларнă, Смоленск енчи çапăçусене хутшăннă. Германие çĕнтернĕ хыççăн Японие хирĕç пынă вăрçăра çапăçнă. Ăна «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсем, Тăван Çĕршывăн аслă вăрçин 2 степень орденĕпе наградăланă. 1947 çулхи февральте старшина званийĕпе запаса тухнă. Алă ĕçне ăстаскер мирлĕ вăхăтра Хушăлкари вăтам шкулта ĕç мастерĕ пулса ĕçленĕ. Указка, пукан тата ытти япала тума вĕрентнисене халĕ те ăшшăн аса илекенсем сахал мар.
Валерий МИХАЙЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: