Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 13:25

Вăл ялăн сумĕпе чысĕ

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ял Канашĕнче хăйсен пурнăçне тăван тăрăхне хăтлăрах тăвас ĕçе халалланă çынсем сахал мар пурăнаççĕ. Çав шута Р.В. Мельникована та кĕртмелле.

Роза Владимировна 35 çул ытла вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕнче вăй хунă. Вăл вырăнти администрацинчи ĕçсен управляющийĕ, Тÿртÿллĕ ял Канаш хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса пĕр кăлтăксăр ĕçлени маншăн, паянхи кун ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ май, кирек хăçан та ырă тĕслĕх шутланса тăрать.
Роза Владимировна Туртÿллĕ ялĕнчи ĕçчен колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Владимир Павловичпа Анастасия Нестеровна виçĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ тăван Шаран районĕнче тымар янă. Роза Владимировна 1974 çулта Туртÿллĕ вăтам шкулне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен тÿрех Ф. Энгельс ячĕллĕ колхозра секретарь пулса ĕçлеме тытăннă. Кушнаренковăри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн хăй пурнăçне ĕмĕрлĕхех ялпа çыхăнтарнă.
Тĕрлĕ çулсенче Р.В. Мельникова ĕç тăвакан комитет секретарĕн, ял хутлăх ĕçĕсен управляющийĕн, ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа та чунтан парăнса тунă хĕрарăма ялта çеç мар, районта та хисепленĕ. Ĕçтешĕсемпе ял çыннисемшĕн вăл яланах ырă тĕслĕх вырăнне шутланнă. Делопроизводствăпа çар учетне пĕлсе те çÿллĕ шайра илсе пынăшăн ăна пĕр хутчен çеç мар муниципаллă район Канашĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Ĕç управляющийĕсен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли семинарĕсем кирек хăçан та Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕнче иртнине палăртмалла.
Канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм - вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн ĕçченĕсен хушшинче компьютер технологине чи малтан алла илекеннисенчен пĕри. Суйлав кампанийĕ-и е Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ-и тăрăшуллă хĕрарăм кирек хăш ĕçе те юратса, яваплăха туйса пурнăçланă. Уншăн та ăна пĕр хутчен çеç мар Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Роза Владимировна ырă кăмăллă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнипе те уйрăлса тăрать. Аслă ăрури çынсем вăл мăшăрлану регистрацине епле ирттернине, унăн çепĕç сассине халĕ те ас тăваççĕ.
Тивĕçлĕ канури кинемей паянхи кун та ахаль лармасть. Вăл çирĕп хуçалăх тытать: хурт-хăмăр, кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Çулла унăн сачĕ чечек айĕнче, пахчинче çум курăк тупаймастăн. Пулăшу кирлĕ пулсан пур ĕçне пăрахса ял Канаш администрацине васкать, ял хутлăхĕ ирттерекен пур культура мероприятийĕсене тата экологи акцийĕсене хастар хутшăнать.
Çакăн пек çынсем - пирĕн ялăн илемлĕхĕ, мăнаçлăхĕ.
Ляйсан ГИБАТОВА,
Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ.
Шаран районĕ.
Читайте нас: