Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Апрелӗн 2020, 13:00

Виççĕмĕш космонавтăн пĕртен-пĕр хĕрĕн пурнăç шăпи

Валентина Владимировна Терешкован ятне каланă май чылай чухне «историри пĕрремĕш хĕрарăм космонавт» тенине илтме тÿр килет. Унăн ĕçĕпе тата пурнăçĕпе çыхăннă самантсем çине общество пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл икĕ хутчен çемьеллĕ пулнине те пытарма кирлĕ мар.

1963 çулхи июнь уйăхĕнче «Восток-6» караппа тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă хыççăн (вăл виçĕ талăка тăсăлнă) космонавт çулталăкран хĕр ача çуратнă. Ăна Елена, Лена ят панă. Ун чухне пĕчĕк пепке пирки тĕрлĕ сас-хура çÿренĕ. Космоса вĕçни хĕрарăм организмĕ çине сиенлĕ витĕм кÿнипе ача сусăр çуралнă текенсем те пулнă. Çавăнпа та тухтăрсем тĕнче уçлăхĕ хĕрарăм ача çуратма пултарассипе пултармасси çине мĕнле улшăнусем кĕртнине тĕпчеме тытăннă.
Валентина Терешкова
тĕнче уçлăхне хывнă çул
Пулас космонавт 1937çулхи март уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пысăк Масленниково ялĕнчи рабочи çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çак ял Ярославль облаçне кĕрет. Çемьери виçĕ ачаран вăталăххи пулнă, Людмила аслă аппăшĕпе тата Владимир шăллĕпе çитĕннĕ. Ашшĕ тракторист пулнă, амăшĕ пир-авăр фабрикинче тăрăшнă. Çемье пуçлăхĕ Валя икĕ çулта чухне Финн вăрçинче пуçне хунă.
Шкулта Валентина лайăх вĕреннĕ. Унсăр пуçне хĕр ачан кĕвĕ туйăмĕ питĕ çивĕч пулнă. Çавна пулах домбра çинче выляма хăнăхнă. Çичĕ класс пĕтерсен çемьене пулăшас тесе ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах мал ĕмĕтлĕ те çине тăракан Терешкова каçхи шкулта пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн вăл пир-авăр промышленноçĕн техникумне вĕренме кĕнĕ, вырăнти «Красный Перескоп» техника пусмисем кăларакан фабрикăна тĕртÿçĕ пулса вырнаçнă. Кунтах унăн амăшĕпе аппăшĕ те вăй хунă.
Çамрăклах Валентина парашют спорчĕпе кăсăкланма пуçланă. Çавăнпа та чылай чухне вăхăта аэроклубра ирттернĕ, парашютпа сикнĕ. Пĕтĕм союзĕпе хĕрарăм космонавтсене хатĕрлекен ушкăна йĕркеленине пĕлсен Терешкова çийĕнчех çав йыша çырăннă. Вăл комиссине мĕнпур енпе тивĕçтернĕ: 30 çула çитмен опытлă парашютист, кĕлеткипе 170 см çÿллĕш пулнă тата 70 кг тайнă. Пĕтĕмĕшле тĕрĕслев конкурсне 800 яхăн хĕр хутшăннă, анчах та вĕсенчен вăтăрăшне çеç суйласа илнĕ. Каярах вара тĕнче уçлăхне вĕçме хатĕрленĕ вăхăтра чи çирĕпписем пиллĕкĕн тăрса юлнă. Çав шутра Валентина та. Çакна та палăртса хăвармалла: ун чухне финала тухнă пилĕк хĕре пурне те пурăна киле орбитăна кăларма шантарнă, çапах та пĕр Терешкова çеç тĕнче уçлăхĕнче пулма пултарнă. Çакна вăл космосра чухне сиксе тухнă йывăрлăхсемпе йĕркеллĕ мар (нештатный) лару-тăру сиксе тухнипе тата Валентина хăйне тĕнче уçлăхĕнче начар туйнипе çыхăнтараççĕ.
Уйрăм çын пурнăçĕ
Валентина Терешкова космоса вĕçнĕ чухне 27 çул та тултарайман. Çынсем каланă тăрăх, унăн Ярославльте юратнă каччи те пулнă, унпа вăрах вăхăт çÿренĕ имĕш. Вăл та парашютист пулнă. Çапах та космос çинчен ĕмĕтленни икĕ юратнă чĕрене уйăрнă. Мĕншĕн тесен хĕрсен, орбитăна вĕçме хатĕрленнĕ чухне, уйрăм хутшăнусем çинчен манма тивнĕ. Спецхатĕрленÿ йĕрки çапла тума ыйтнă. Космосран килсен вара, тăван кĕтесе таврăннă пулсан та, юратнă çынсем, тус-юлташсем тата пĕр ял çыннисем иккĕмĕш вырăна куçнă, пачах урăхла пурнăç пуçланнă.
Çĕр çине Валентина чăн-чăн паттăр тата тĕнче çăлтăрĕ пулса таврăннă. Унăн ячĕ тĕрлĕ хаçат-журналсен пĕрремĕш питĕнче тăтăшах пичетленнĕ. Утмăлмĕш çулсенчи пĕрремĕш ăрури космонавтсемшĕн пур çĕрте те алăк уçă пулнă, вĕсем кумир шайĕнче пулса халăха хавхалантарнă. Терешковăна куç хывнисемпе юратакансем те çителĕклех пулнă. Çав шутра чылай паллă та витĕмлĕ çынсем.
Халăх хушшинче Валентина хăйĕн ĕçтешне – пĕрремĕш космонавта Юрий Гагарина килĕштерни çинчен калаçаççĕ. Вĕсем чылай чухне вăхăта пĕрле ирттернĕ. Иккĕшĕ те космосра пĕрремĕш арçынпа хĕрарăм пулнă май, çулçÿревсенче пĕрле пулнă, халăх умĕнче тухса калаçнă, тĕрлĕ кăларăмсенче интервью панă. Анчах та Юрий çемьеллĕскер мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Çавăнпа та хĕр космонавтăн унпа пĕрлешме шанăç пулман.
Турă çырни вара Валентинăшăн тепĕр ĕçтешĕ – Андриян Николаев виççĕмĕш космонавт пулса тăнă. Унпа вăл тĕнче уçлăхне вĕçес умĕн хатĕрленÿ тапхăрĕнче паллашнă. 1965 çулхи ноябрь уйăхĕнче вĕсем туй туса çемье çавăрнă. Савăнăçлă уяв кĕреки Ленин сăртĕнче (Ленинские горы) вырнаçнă правительствăн чаплă çуртĕнче иртнĕ. Сумлă хăнасен шутĕнче Никита Сергеевич Хрущев та пулнă. Туй хыççăн тата уйрăличчен Валентина икĕ хушаматпа – Николаева-Терешкова – çÿренĕ. Тепĕр çул çу кунĕсенче космонавтсен çемйинче пĕчĕк пепке Елена çуралнă.
Çемье арканнин тĕп сăлтавĕсем
Валентинан пĕрремĕш мăшăрланăвне чылайăшсем кĕтмен тата хĕрÿлĕхпе тунă пулăм пек йышăннă. Çак çемьене чăмăртас ĕçе Хрущев та хутшăннă тесе калакан сас-хура та çÿрет. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра пур енĕпе те Пĕрлешÿллĕ Штатсемпе ăмăртнă. Çав шутра генсек космонавтсен çемйи пуçласа Совет Союзĕнче çуралнипе те мăнаçланасшăн пулнă. Николаев çакна суя сас-хура тесе çирĕплетнĕ. Вăл хирĕçлесе Хрущев туй йĕркине пăснине пĕлтернĕ. Вĕсем уяв кĕрекине Офицерсен çуртĕнче ирттересшĕн пулнă, анчах та Никита Сергеевич хăйĕн коррективине кĕртнĕ. Çавна пула хăнасен йышне сахаллатма тÿр килнĕ.
Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна Николаевсен çемье пурнăçĕ 19 çула тăсăлнă. Елена вун сакăр çул тултарсан вĕсем уйрăлма заявлени çырнă. Космонавтсен çемйинчи хутшăнусене пĕлĕшĕсем çапла хакланă: Андриян чăн та Валентинăна юратать, Валентина вара хăйне çеç юраттарать. Арçын яланах хăйĕн мăшăрĕ çинчен ăшă сăмахсемпе калаçнă, çав вăхăтрах хĕрарăм енчен темле сивĕ те çывăха яман туйăмсем сисĕннĕ. Çакна Елена хĕрĕ те пĕррехинче çирĕплетнĕ: «Аттепе анне хушшинче пĕр-пĕрне ăнланни пулман» - тенĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнине вăл вĕсем иккĕшĕ те обществăра халăх умĕнчи çынсем, Совет Союзĕн паттăрĕсем тата кăмăлпа лидерсем пулнипе ăнлантарса парать. Унсăр пуçне карьеристсем пулнине те пытармасть.
Çавăн пекех Валентинан Тĕп травмотологипе ортопеди институчĕн ертÿçипе Юлий Шапошниковпа роман пуçланни çинчен те сас-хура çÿренĕ. Унпа вăл темиçе çул тĕл пулнă имĕш. Тĕрĕслĕх çиеле тухсан çемье тĕпĕпех арканнă. Каярах Юрий Георгиевич Валентина Владимировнан иккĕмĕш саккунлă упăшки пулса тăнă. Пĕрремĕш упăшкине хак парса хĕрарăм космонавт çапла татса хунă: «Ĕçре – ылтăн, килте – пусмăрçă».
«Free SMI» электронлă кăларăм материалĕпе усă курса
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
(Малалли çитес №)
Читайте нас: