Тĕпчев ирттернĕ тăрăх, кĕрхи культурăсен 6-8% сиенленнĕ. Сăлтавĕсем – калчасем кĕркуннерен тикĕс шăтманни, нÿрленни тата пăчăхса хĕрни, аграрисем кĕрхи культурăсене туса илмелли технологисене пăхăнманни. Пĕтĕмĕшле илсен хĕл каçмалли метеорологи условийĕсем кĕрхи культурăсене тивĕçлĕ сыхланса юлма май панă. Аграри ведомствин пуçлăхĕ хăш-пĕр районсенчи хуçалăхсен агрономĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлайманнине палăртнă.
- Кăçал çур акине икĕ эрнене иртерех тухрăмăр. Хăш-пĕр районсенче март уйăхĕн 24-мĕшĕнчен нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеме, им-çамлама, мартăн 30-мĕшĕнчен кĕрхи культурăсене апатлантарма, тăпрари нÿре сыхласа хăварас тесе кăпкалатма пуçланă. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене вăрлăхсемпе тивĕçтернĕ, сиенленнĕ кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене çĕнĕ тĕш тырă лартмалăх та çитет, — тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Уй-хирти сезон ĕçĕсене туса ирттерме 80 пин тонна минераллă им-çам кирлĕ пулĕ. Хальлĕхе кирлинчен 55% çеç туяннă. Удобренипе ÿсен-тăрансене сыхламалли хатĕрсен хакĕ 15% ÿсни паллă. Пĕтĕмĕшле 2020 çулта уй-хирти çурхи ĕçсене ирттерме 13,55 млрд тенке яхăн кирлĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çак хисеп 7% нумайрах. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнине шута илсе, çак ĕçе тума республика ертÿçисем 1,8 млрд тенкĕ хушса нухрат уйăрма шутланă. Ильшат Фазрахманов сăмахĕсем тăрăх, республикăри Ял хуçалăх министерстви лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрать. Регион пуçлăхĕ Радий Хабиров ял хуçалăх продукцинчен тĕрлĕ апат-çимĕç тата промышленность таварĕсем туса кăларассине аталантарма хушнă.
- Хальхи экономика лару-тăрăвне шута илсе, ял-хуçалăх продукцинчен тĕрлĕ тавар туса кăларассипе ятарлă программа йышăнмалла. Уйăх тăршшĕпе сиртен сĕнÿсем кĕтетĕп. Сăмахран, эпир шкул ачисене çăратнă (сгущенное) сĕтпе тивĕçтерме пултараймастпăр-им? Совет Союзĕ вăхăтĕнче çак таварăн мобилизаци запасне йĕркелеме пултарнă-çке. Макарон хамăр хатĕрлейместпĕр-им? Ăна тăваймастпăр пулсан урăххине тăвас. Тĕрлĕ таварсем туса кăлармалли промышленноçа аталантармалли программăна хатĕрлĕр, - хушу панă Пушкăртстан пуçлăхĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.