Кожай-Семеновка географи терминĕ икĕ сăмахран тăрать: пĕрремĕшĕ вырăсларан чăвашлана куçнă сăмах кошай/кашай, иккĕмĕшĕ вара чăн вырăс сăмахĕ, Семён çын ячĕ. Вăл çак ятпа çÿрекен çĕнĕ тĕн йышăннă чăваш пулнă; Семён – унăн тĕне кĕртнĕ ячĕ (чăвашла Çемен тесе чĕнеççĕ). XVIII ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Семён ятсăр çырма хĕрринче пурăнма юлать. Кайран ăна «Кашай» ят парать. Ял историйĕпе интересленекенсем ял ăçтан пулса кайнине тата вăл мĕне пĕлтернине «Кожай-Семеновка /Тимеш» кĕнекере (Саратов хули, 2017 çул) шыраса тупма пултараççĕ (авторĕсем- Л.К. Филиппов, В.С. Леонтьева). Каярах Çеменпе юнашар çĕнĕ тĕн йышăннă ытти чăвашсем те вырнаçма пуçланă. Çапла вăхăт иртнĕçемĕн вăл пысăк мар ял пулса тăнă. Хăйĕн ятне вара çырма ятне илнĕ – Кашай (асăрхăр, ялсене çырма ятне пани анлă сарăлнă пулăм – авт.). Вырăнти хăш-пĕр таврапĕлÿçĕсен шухăшĕпе Кашай ялĕ паянхи Малые Гайны ялĕнчен аякра мар вырнаçнă пулнă.
Кошай/Кашай ялĕпе пĕр вăхăталлах кÿршĕлле тепĕр пысăк мар ял вырнаçнă. Çак яла никĕслесе яракансем служивый тутарсем (Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Сĕве уесĕнчен килнĕ черемшансем) тесе шутлаççĕ. Каярах вĕсем Мияки ялне куçса кайнă. Халĕ çак ял Мияки районне кĕрекен Миякитамак ялĕ. Кашайсем те хальхи Тимеш енне çул тытнă. Вĕсен çулĕ сăрт урлă выртнă, унта Кошай/Кашай çырман пуçламăшĕ пулнă. Ялтан аякра та мар, ту айĕнче, тепĕр шыв, çăлкуç, пур. Çак çăлкуç - ялти тепĕр çырман пуçламăшĕ. Вăл Кошай/Кашай çырмана хирĕçле юхать. Куçса килнĕ Кашай чăвашĕсем çырмана Кашай ят хураççĕ (маларах пурăннă вырăнти çырмана аса илсе). Çĕнĕ тăрăхра çĕнĕ ял йĕркеленсе каять, çапах та ятне Кашай панă (пĕр ялăн ятне тепĕр яла пани те анлă сарăлнă пулăм – авт.).
Ял хăçан пулса кайнă? Çак ыйтăвăн хуравне А.З. Асфандияровăн «История сёл и деревень Башкортостана» кĕнекинче (Уфа, книга 7, страница 82, 1997) тупса вулама пултаратăр. «1795 çулхи февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Иликей-Минской вулăcĕнчи пушкăртсемпе тунă килĕшÿ тăрăх, пушкăртсем чăвашсене хăйсен çĕрĕсем çине кĕртнĕ тата вĕсене ял тума ирĕк панă. Килĕшĕве 60 çула тунă», - çырнă унта. Çĕре чăвашсем пушкăртсенчен тара илнĕ. Унпа усă курма сăмах вĕççĕн тата алă пусса çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх ирĕк панă. Паллă сăлтавсене пула хĕлле ялсем никĕслемеççĕ. Апла пулсан, Кашай ялĕ Кашай çырми хĕррине 1795 çулхи çулла вырнаçнă. Ăна маларах асăннă Çемен никĕсленĕ. Кÿршĕ чăваш ялĕсенче ăна Кашай Çеменĕ (Семен из Кошая) тесе пĕлнĕ. Çапла Кашай ялĕ пулса каять, анчах та ял çыннисем тата кÿршĕ чăваш ялĕсем ăна ĕлĕкхиллех Тимеш тесе чĕнеççĕ. Мĕншĕн Кашай мар? Хăйĕн вăхăтĕнче XIX ĕмĕрсенче Кашай çумĕнче Тĕпек тата Тимеш ятлă икĕ пысăках мар чăваш ялĕ пулнă. Вĕсем пĕрлешсе кайса пĕр ял пулса тăнă. Ятне Тимеш ят илнĕ. Сăлтавĕ Тимеш ялĕ Кашайпа Тĕпек ялĕсенчен пысăкрах пулнипе çыхăннă пулĕ. Тен,тимешсем кăшт мал ĕмĕтлĕрех çынсем пулнă-ши? Кашайпа Тĕпек ялĕсем Тимешпе хутшăнса кайнă хыççăн çĕнĕ ялăн ячĕ Тимеш ятпа çÿреме пуçланă. Хальхи вăхăтра та Тимеш ялĕнче Тĕпек пур.
Леонид ФИЛИППОВ, таврапĕлÿçĕ.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.