Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 14:40

Александр Иванович Максимов

Александр Иванович Максимов (1911-1996 çç)

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пулса мире хÿтĕленĕ çынсенчен пĕри - манăн мăн асатте, Александр Иванович Максимов. Вăл Мияки районĕнчи Ново-Федоровка ялĕнче çуралнă. 1941 çулта 30 çул тултарнă асаттене фронта чĕнсе илнĕ. Вăрçă çулĕсенче артиллерире водитель тата повар пулнă. Çапăçури паттăрлăхсемшĕн Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 2 степень орденĕпе тата нумай медальпе наградăланă. 1945 çулта ăна демобилизациленĕ. Киле таврăнсассăн вăл колхоз председателĕ, бригадир, юлашки çулсенче заправщик пулса ĕçленĕ. Эпĕ хамăн асатте çинчен аслисем каласа панă тăрăх çеç пĕлетĕп, мĕншĕн тесен вăл 1996 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Эпĕ каярах çуралнă, анчах та хамăн асаттепе тата ытти паттăр салтаксемпе мăнаçланатăп, вĕсем хăйсене шеллемесĕр пире лăпкă пурнăç туса панине яланах асра тытатăп.
Татьяна ИВАНОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.
Читайте нас: