- Пирĕн ялта шкул та, лавкка та, клуб та пулман. Çавăнпа пĕлÿ илме куршĕллĕ Кистенлĕпуçне утнă. Ун чухне ялта çамăксем йышлăччĕ. Кашни килте виçĕ-тăватă ача пулнă. Вăтăр икĕ килте çĕре яхăн çын пурăнатчĕ, халĕ çиччĕн çеç, - иртнине çĕкленÿллĕ кăмăлпа, мăнаçланса аса илет кил хуçи. - Çапла пĕрле выляса-кулса, тĕркĕшсе ÿснĕ эпир Розăпа. Ачалăх мĕнле хыçа юлнине те сисмен. Шкул хыççăн Пелепейĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илтĕм. Ун хыççăн виçĕ çул салтак атти ураран кайман. Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăтăм.
Хăйсемпе паллаштарассине малалла та тăсма пултаратчĕ çичĕ теçетке урлă каçнă арçын, анчах та эпĕ ыйту пани калас сăмаха татрĕ. «Георгий Николаевич, арăма мĕнле суйласа илмелле?» - терĕм.
- Халăх хушшинче çакăн пек каларăш пур «Арăма вăйăра мар, пахчара шырамалла» тенĕ, – татса хучĕ асли.
- Ун чухне суйламалли пулнă-ши тата? - пирĕн калаçăва хутшăнчĕ унăн мăшăрĕ.
Каччă çирĕм пĕрти хĕре арăм тăвас ĕмĕтпе хăйсен килне 1970 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче илсе кĕнĕ. Çак ĕçре ăна Иван Максимов юлташĕ пулăшнă имĕш. Вăл вăхăтра йăли çапла пулнă. Георгий ун чухне салтак тумне килти çи-пуçпа улăштарса «Аксаковнефть» НГДУра автоюсав мастерскойĕнче ĕçленĕ.
- Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче хут çыртарса çемье çавăрнă хыççăн çывăх тăвансемпе пухăнса туй пекки ирттертĕмĕр. Туй парни тени 36 тенкĕ пухăннăччĕ,- пĕр-пĕрин çине пăхса иртнине куç умне кăларса тăратрĕç пулмалла мăшăрсем.
Çав çулах çемьере пĕчĕк кайăк хутшăннă – пĕрремĕш ача çуралнă. Ăна Сергей ят панă. Тепĕр икĕ çултан çамрăк çемье ял пурнăçне хуларипе улăштарма шут тытнă. Çак тĕллевпе Потаповсем Пелепей хулине çул тытнă. Кунта иккĕшĕ те «Автонормаль» завода ĕçе вырнаçнă. Георгий Николаевич пружина цехĕнче мастер пулса ĕçленĕ, Роза Елизаровна автокара рулĕ умне ларнă. Анчах та тин çеç уçăлнă заводри пурнăç Шур паççулкинчи çамрăксене тивĕçтермен пулмалла, çутă ĕмĕтсемпе хавхаланса Вăтам Азине, Таджикистана, тухса кайнă. Кунта Потаповсен иккĕмĕш ывăл ачи, Александр, çут тĕнчене килнĕ, кил-çурт каллех пĕчĕк пепке сассипе тулнă. Кăшт каярах, тăван яла таврăнсан, 1978 çулта Алена хĕрĕ çуралнă. Шел пулин те паянхи кун Саша та, Алена та пирĕнпе юнашар çук. Çемьеллĕ пулнă хыççăн иккĕшĕн те пурнăçĕсем сарăмсăр татăлнă. Паллах, çак çухатăва чăтса ирттерме çăмăл пулман ашшĕпе амăшне. Турри чăтăмлăх панă-тăр вĕсене.
- Вырăна çитсе ал-ура çавăрса янăччĕ кăна, шăрăх та типĕ çанталăк условийĕсем пирĕн валли маррине туя пуçларăмăр. Кăшт вăхăт иртсен кунти климат, çамрăк пулнине пăхмасăр, сывлăха хавшата пуçларĕ. Çавăнпа Вăтам Азипе сывпуллашма тÿр килчĕ. Ун хыççăн хамăра çурçĕрти Колымара тĕрĕслесе пăхас терĕмĕр. Ылтăн кăларнă çĕрте. Эпĕ водитель пулса ĕçлерĕм, Роза токарьте вăй хучĕ. Унта вара вунă çул, 1983 – 1993 çç, ылтăн тусанĕ айĕнче пурăнтăмар,- шÿтлет Георгий Николаевич.
Тĕнче хăйĕн тĕнĕлĕ тавра çаврăнать тенĕ евĕр этем пурнăçĕ те çавах-тăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Потаповсем яланлăхах тăван яла таврăннă. Ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче тымар янă. Паллах, çакă пĕччен пурăнакан амăшĕшĕн калама çук пысăк савăнăç пулнă. Паянхи кун та Георгий Николаевичпа Роза Елизаровна ашшĕ, Николай Владимирович (вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, разведчик пулнă), лартнă çуртра ватлăх кунĕсене ирттереççĕ. Çулĕсене пăхмасăр çирĕп те тĕреклĕ хуçалăхра 20 пуç ытла сурăх, качака тата карта тулли чăх-чĕп тытаççĕ. Кил хуçин алли тимĕртен тунă япаласем хатĕрлеме ăста. Çавăнпа та уншăн кирек мĕнле техника та çывăх, киленÿ пулса тăрать. Сăмах май каласан, Георгий Николаевичăн ашшĕ йывăçран тĕрлĕ япала каскалама ăста пулнă. Роза Елизаровна çине вара хальхи вăхăтра кил-çурт ăшшине упрасси тиеннĕ. Апла пулсан çак çуртра тĕрекĕ те çирĕп, çемьери вучах ăшши те чакмĕ.
- Май килсен эпĕ ăна халалласа палăк лартнă пулăттăм. Унра чăтăмлăхĕ те, сапăрлăхĕ те çителĕклĕ. Паянхи çемьесенчи хĕрарăмсенче тепĕр чухне шăпах çак енсем çитмеççĕ. Аллă çул хушшинче йăнăшасси те, кÿрентересси те пулнă пуль. Пĕр-пĕрне каçарма тăрăшнă. Сывлăх çеç пултăр, - шалти туйăмĕсене пытармарĕ арçын.
Ылтăн туй кĕрекине вара тивĕçлĕ канури ватăсем çывăх вăхăтра йĕркелеме палăртаççĕ. Вăл июль уйăхĕнче пулассине систерчĕç хуçасем. Сумлă ватăсене чаплă уяв ячĕпе тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламлĕç. Çав шутра Артурпа Георгий, Димăпа Дина мăнукĕсем тата çак кунсенче çут тĕнчене килнĕ кĕçĕн мăнукĕ Миша та.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Çĕнĕ Пурнăç паççулки.