Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 13:20

Cĕрен кунĕ

«Сĕрен» тесе ĕлĕкхи чăвашсем хушшинче вилнĕ çынсен чунĕсене килĕсенчен хăваласа кăларас тĕлĕшпе пулса пынă йăлана калаççĕ.

Ĕлĕкхи чăвашсем ăна çапла тунă. Мăнкун çитес умĕн, кĕçнерни кун каçхине çамрăксем пĕр-пĕр киле пухăннă та Сĕрен ирттерме хăйсен хушшинчен пуçлăхсем суйланă (старшина, староста, казначей, лавçă тата купăсçă). Çавăнтах килрен-киле çÿренĕ чух шакăртаттарма йывăçран шатăрмак тунă. Унтан вара пилеш хуллисем илсе, килрен-киле çÿреме тытăннă. Кашни килрех çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарнă. Киле пырса кĕрсенех ушкăнĕпе: «Сĕрен!» - тесе кăшкăрнă. Чир-чĕр тухса кайтăр тесе хуллисемпе çапнă, шатăрмакпа шатăртаттарнă, купăс каласа ташлаттарнă, хăйсем те ташланă. Çÿрессе вĕсем кăнтăрла мар, çĕрле çÿренĕ. Хăть кам патне пырса кĕрсен те вĕсем хăйсемех сăра ăснă. Ĕçтерессе те хăйсемех ĕçтернĕ. Кил хуçисем «пуçлăхсем» умĕнче шăпах тăнă. Сăра ĕçсе ташланă хыççăн кил хуçисем сĕрен ачисене парне панă: казначее – укçа, лавçа – çăкăр, çăмарта пухакансене – çăмарта тата ыт.те.
Кун хыççăн сĕрен ачисем кил хуçисене пуç çапса тепĕр киле кĕрсе кайнă. Пурин патне те çÿресе пĕтерсен вĕсем ялăн анат вĕçне тухнă та çăмартисене пĕçерсе чÿклесе çинĕ, укçине пĕр пек валеçсе панă. Юлашкинчен пурте вут урлă сике-сике каçса, килĕсене саланнă.
И.И.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсем кĕнекинчен».
Читайте нас: