Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 14:30

Хамăртан чылай килет

Таврара çуркунне хуçаланать. Ирĕлнĕ юр шывĕ пĕр çĕре пуçтарăнса çырмана васкать. Тăрисен, вĕсем куçа курăнмаççĕ пулсан та, илемлĕ юрри пур енчен те илтĕнет. Шăнкăрчсем те, авă, вĕçсе килнĕ. Çутă юписенчен карнă пралуксем çинче шăхăрса лараççĕ. Хĕвел хĕртнипе таврари тусемпе сăртсем юртан тасалнă, аякри вăрманта çеç юр выртни курăнать. Уй-хирсем, пахча хурални çурхи ĕçсем çывхарнине систереççĕ.

Людмила кил картишне кĕпе-йĕм çакма тухнă. Таврари çанталăкпа киленнĕ май вăл самантлăха тĕнчере хаяр чир хуçаланни çинчен манса каять. Епле савăнаканччĕ вăл ача чухне çуркунне çитнишĕн. Уяр, хĕвеллĕ кунсенче питĕрех те килте ларас килмест-çке пĕчĕк чух! Пĕрре çуркунне тантăшĕпе вĕсем урам тăрăх хутран тунă карапсене ăмăртмалла юхтарнăччĕ. Ун чух вăл шыв кÿлленчĕкне те кĕрсе ÿкнĕччĕ. Пуринчен вăрттăн пÿрте кĕрсе хывăнмалла пулчĕ. Телее, çав вăхăтра ăна аслисем асăрхамарĕç.
Людмилăн тăван ялĕнче çырма пысăк пулмасан та çуркунне юр ирĕлнĕ чух шыв самаях сарăлатчĕ. Пĕр урамра пурăнакан аслисемпе ачасем вăйлă шыв пăхма тăвайккине пуçтарăнатчĕç. Пăтранчăк, хура шыв çыранран тухса йывăçсене, пĕренесене, кĕпере, хăй çулĕ çинче тĕл пулакан пур япалана çавăра-çавăра юхтаратчĕ. Çут çанталăкăн хăрушă пулăмне сăнанă чух Людмила çÿçенсе илетчĕ. Ашшĕн аллине çирĕпрех чăмăртатчĕ. Хăйне хÿтлĕхри пек туятчĕ.
Ăçтан килсе тухрĕ вăл пĕтĕм тĕнчери çынсен пурнăçне пĕр шелсĕр илсе каякан чир – кăшăлвирус? Çакăн çинчен Людмила тăтăшах шухăшласа çÿрет. Чир хăрушă хăвăртлăхпа сарăлни çинчен телевизорпа, интернет урлă пĕлтерсех тăраççĕ. Чĕрене сăнă пек пырса тăрăнакан цифрăсем. Вĕсенче кашни ăрăвăн, çемьен, уйрăм çыннăн пурнăçĕ.
«Вăрçă хирĕнчи пек куçа курăнман тăшман çынсен пурнăçне хирсе пырать. Пĕр-пĕр çĕршывăн ăссăр пуçлăхĕсен хăйне евĕр хĕç-пăшалĕ-ши? Е асăрханулăха манса кайнă ăсчахсен лаборатори стенисенчен «тухса тарнă» вирусĕ-ши? Этемлĕх юлашки вăхăтра çут çанталăк ресурсĕсемпе перекетсĕр усă курать. Çавна пула экологи ыйтăвĕсем пĕтĕм Çĕр чăмăрĕпе тухса тăраççĕ. Çĕр çинче климат улшăнни, сывлăш тасамарлăхĕ, озон сийĕ арканни, ĕçме юрăхлă шывпа Тĕнче океанĕ вараланни, çĕр пахалăхĕ начарланни, биологи тĕрлĕ енлĕхĕ чухăнланни тата ытти нумай çивĕч ыйту. Тата çыннăн тĕнче курăмĕ те урăх халĕ. Паллах, пурин те лайăхрах пурăнас килет-çке? Малти вырăна укçа, пуянлăх тухса тăрать. Ваттисене тивĕçлипе хисеплеме, тимлĕх уйăрма мантăмăр-ши? Çемье хаклăхĕ йÿнелчĕ-ши? Çĕр чăмăрĕ çинче çын шучĕ нумайланса кайнипе çут çанталăк çак майпа пиртен хăтăласшăн-ши?
Çын – çĕр çинчи чи вăйлă чĕр чун. Нумай пулăм пиртен хамăртан килет. Çынсем хăйсен йăнăшĕсене ăнланса илсен çак лару-тăрăва лайăх енне улăштарса пулĕччĕ-ши? Паянхи кун пирĕн самоизоляци режимне пăхăнса пурăнни кирлĕ. Паллах, çăмăл мар вăл. Кашнин ĕмĕчĕсем, плансем, ĕçĕсем пур. Анчах та çак йĕрке вăхăтлăха кăна-çке! Чирне саракансем те хамăрах – çынсем. Хамăрăн, ачасен, тăван-пĕлĕшсен, çĕршывăн пуласлăхĕ пиртен кашнинчен килет. Чăтăмлăх тени вара çынсен мĕн авалтан пулнă-ха вăл». Мĕнле кăна шухăш пырса кĕмест кун тăршшĕпе Людмилăн пуçне.
Виçĕ ачине çывăрма вырттарсан вăл каллех картишне тухрĕ. Тÿпене каçхи сĕм хупăрланă. Çанталăк сивĕтнĕ, çăлтăрсемпе уйăх çеç çутатаççĕ. Хĕр чухне Людмила тантăшĕсемпе пĕрле çăлтăрлă тÿпене пăхса пĕрре мар ĕмĕтленнĕ. «Пĕр-пĕр ĕмĕте тĕлленĕ вăхăтра тÿперен çăлтăр ÿксен, вăл чăнлăха килетех», - тетчĕç тантăшĕсем.
«Эх, ăсчахсем çак чире çĕнме пултаракан эмел уйласа кăларсанччĕ, Турă вĕсен ăс-тăнне этемлĕхе пулăшмалли шухăша ярсанччĕ», - ĕмĕтленчĕ Людмила. Çав вăхăтра çăлтăр тÿперен ÿкрĕ…
Нина ИВАНОВА.
Читайте нас: