Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 13:40

Курăнман тăшман усси

Темĕнле чĕмере вирус«Хупса лартрĕ» çынсене,Пĕрре тенĕ çĕре харăсЧир ермессе килсене.

Чирлĕ çын мар, епле ларăн
Тăват стена хушшинче.
Епле карăнса çеç выртăн
Иртен пуçласа каçчен.
Çухалсах кайрăм, аптрарăм,
Вырăн тупаймап хама!
Каллĕ-маллĕ уткаларăм -
Ах, кичем-çке чунăма!
Кăшт лăплансан:
«Чим-ха!» терĕм
Ĕç-пуç çук-им кил-çуртра?
Панча лартма ал çитмерĕ,
Лартам – вăхăт мăй таран!
Çĕн обойсем илсе хунă,
Стенасене çĕнетес,
Ĕç-пуç, ах-тур! пуçтарăннă -
Вăхăт пур чух ĕлкĕрес!
Эрне иртнине сисмерĕм
Арка-çанна тавăрса,
Юрла-юрла шав ĕçлерĕм,
Вăхăт пуршăн савăнса.
Çук, карăнса çеç выртмарăм
«Кăрăнвырăсран» тарса.
Начарта лайăхне тупрăм
Хам ăслипе савăнса.
Каçпа юратнă хаçатăм
«Урал сасси» аллăмра.
(Кăнтăрла тытсан, ăнлантăм)
Ĕç çинчен манан вара.
«Одноклассникри» туссемĕр,
Ан çухатăр-ха мана
Интернетра ларма пĕлĕр,
Вăхăт çук-ха паяна.
Килте ĕçсем пуçтарăннă
«Кăрăнвырăс» кайиччен.
Ĕлкĕрес пулать-çке манăн
Каллех ĕçе тухиччен.
Зинаида СУРПАН.
Чĕмере - напасть, беда.
Читайте нас: