Семен Никитич Елизаров - кукаçейĕн пиччĕшĕ. Маншăн мучей пулать. Вăл 1926 çулхи сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнче çуралнă. Каярах амăшĕпе пĕрле Çирĕклĕ ялне пурăнма куçнă. Кÿршĕ Кекен ялĕнчи тулли мар шкулта пĕлÿ пухнă. Ăна пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă.
1943 çулхи октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Инçет Хĕвелтухăçне (Дальний Восток) Тăван çĕршывăн чиккине сыхлама чĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш станци “Калинка” ятлă пулнă. Службăна малалла полкра тăснă. Кĕçĕн сержант званине панă. Демобилизациленĕ хыççăн 1950 çулта тăван ялне таврăннă. Пĕр çул хушши Çтерлĕ хулинче ĕçленĕ хыççăн Вера Леонтьевна Ильинапа çемье çавăрнă. Пĕрле яла таврăннă. Мучей мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Крупская ячĕллĕ колхозра вăй хунă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Семен Никитича юбилей медалĕсемпе тата орденсемпе наградăланă. «Японие çĕнтернĕшĕн» медалĕ пур.
Татьяна ИВАНОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.