Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 15:00

Тÿлевсĕр апат-çимĕçпе тивĕçтерĕç

Дистанциллĕ вĕрентÿ вăхăтĕнче шкулта тÿлевсĕр апатланакан вĕренекенсене (инвалидсем, сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасем, укçа-тенкĕ енчен çителексĕр нумай ачаллă çемьесем) тÿлевсĕр «типĕ паека» тивĕçĕç.

Роспотребнадзор апат-çимĕç пуххине пăхса тухнă. Унта ытларах час пăсăлман, сывлăш температури витĕм кÿмен апатсем. Çав шутра: кĕрпе, макарон, сок, çăнăхран тунă кондитер изделийĕсем (печени, пĕремĕк, вафли, крекер, сухари, шушкă), улма-çырлапа кондитер изделийĕсем (мармелад, пастила, зефир), чей, какао, çăратнă сĕт, чĕрĕ улма-çырла, ÿсен-тăран çăвĕ, какайпа пулă консервисем.
Хăш-пĕр хуласемпе район администрацийĕсенче «типĕ паека» кĕрекен апат-çимĕçе эрнесерен улăштарса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр эрнинче хура тул кĕрпипе печени, тепринче вафлипе макарон параççĕ.
Апат-çимĕç наборĕ кашни хулапа районта тĕрлĕрен пулĕ. Хакĕсем çеç пĕр пек: инвалид ачасене эрнене 500 тенкĕлĕх, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр нумай ачаллă çемьесенчи ачасене 225 тенкĕлĕх. Çак укçа-тенкĕпе администраци хăй апат-çимĕç пуçтарĕ. Кашни муниципалитетра апат-çимĕç пуххи хăйĕн пĕр пек пулĕ. Тĕслĕхрен, Çтерлĕ хулинчи ачасене пурне те пĕр пек паексем параççĕ.
Чĕрĕ улма-çимĕç паекра пулма тивĕç, анчах вĕсене пур çĕртре те тупса пулмасть. Сăмахран, Пелепей районĕнче апат-çимĕç паекне улма-çырла кĕртнĕ пулсан, Янаул районĕнче меценатсем ыркăмăллăх акци йĕркелесе пакета чĕрĕ хăяр та чикнĕ.
Пакетсене икĕ эрнере пĕр хутчен парĕç. Вĕсене хăвăрăн кайса илмелле пулĕ. Пушкăртстан пуçлăхĕн указĕнче çывăх тăвансене апат-çимĕçпе тивĕçтерни самоизоляци режимне пăсни шутланмасть тенĕ. Хăш-пĕр районсенче пакетсене килсем тăрăх шкул автобусĕпе салатĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: