Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 14:00

Турă вăл чунра пулмалла

Мункун – православи тĕнĕн пысăк уявĕ. Çак уява пĕтĕм тĕнчери православи христианĕсем уявлаççĕ. Праçнике 2000 çул каялла уявлама пуçланă пулсан та хăш-пĕр йăлисем улшăнмасăр сыхланса юлнă: пылак кулач (кулич) пĕçересси, тăпăрчран пасха хатĕрлесси, çăмарта пĕветесси.

«Пасха» сăмах грек чĕлхинчен пулса кайнă, вырăслана куçарсан «çăлăнăç», «пурнăçа таврăнни» тенине пĕлтерет. Çак кун христиан тĕнне пăхăнакансем этемлĕх Христос урлă эсрел чуралăхĕнчен хăтăлнине, çавăн пекех ырăлăхпа ĕмĕрлĕх пурнăç парнеленине чыслаççĕ. Мăнкун умĕн Аслă типĕ, асап эрни (страстная неделя) пырать.
Уява Таса кĕçнерни кунтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Çав кун çынсем кил-çурта тасатаççĕ, тирпей-илем кÿртеççĕ, мунча кĕреççĕ, çăвăнаççĕ. Пуçри уй-шухăша та йĕркене кĕртеççĕ. Эрне кун Иисус Христос вилĕмĕ çинчен аса илеççĕ, пысăк ĕçсем тумаççĕ, уяв апат-çимĕçне пĕçереççĕ, чиркĕве кĕлĕ вулама çÿреççĕ. Шăмат кун каçхине уяв апачĕсене çветит тăваççĕ, чиркÿсенче ирхинеччен кĕлĕ пырать. Вырсарни кун пурте аслисен те, ачасен те пиçнĕ хĕрлĕ çăмарта çимелле.
Мĕнле уявлаççĕ-ши Мăнкуна ытти çĕршывсенче? Пулăмĕ пĕр пулсан та йĕркисем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ.
Армени çыннисем Мăнкуна çуркунне кунпа çĕр танлашнă кун хыççăн килекен пĕрремĕш вырсарни кунах уявлама пуçлаççĕ. Мăнкун кунĕ (вăл Затик ятлă) пур православи чиркĕвĕсенче Андастан йăлине шута илсе кĕлĕ вулаççĕ. Пÿртре е ун умĕнче Мăнкун йывăççине вырнаçтараççĕ, ăна утă-улăмран хатĕрленĕ пĕчĕк пуканесемпе илемлетеççĕ. Уяв вĕçленсен йывăçа çунтараççĕ е шыв тăрăх юхтарса яраççĕ. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче пылак кулачпа, пĕветнĕ çăмартапа, калчалантарнă тулăпа (пророщенная пшеница), пловпа, пĕçернĕ така какайĕпе, пашалупа, хĕрлĕ эрехпе сăйланаççĕ. Унтан уçă сывлăша, парка юрă юрлама, ташăсем ташлама тухаççĕ.
Православи тĕнĕ пуçланса кайнипе тата христиан культуринчи каласа панисемпе çыхăннă Иерусалимра Мăнкуна тивĕçлипе чыслаççĕ темелле. Кашни çул Еврейсен Мăнкунĕ, Пархатарлă Вут-çулăма илсе тухни йăласем иртеççĕ. Çак йăла-йĕркесене курма пĕтĕм тĕнчерен пин-пин çын килеççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕсем пылак кулачсем пĕçереççĕ, çăмартасем пĕветеççĕ, кил-çурта тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, чечексемпе илемлетеççĕ. Эрне тăршшĕпе çĕрле кĕлĕ йĕрки иртет.
Япони çĕршывĕ православи тĕнне ăшшăн йышăннă. Çак уявра чылай православи чиркĕвĕсенче кĕлĕ вулаççĕ, Иисус Христос вилĕмрен чĕрĕлнине чыслаççĕ. Турă çуртне килекен кашни çынна çырса пыраççĕ. Пĕтĕм тĕнчере лăпкăлăх пултăр тесе вуланă кĕлĕ хыççăн пурне те пылак кулач, çăмарта валеçсе тухаççĕ. Унтан Япони çыннисем килĕсене саланса сăпайлă кĕреке ирттереççĕ. Асăннă çĕршывра Мăнкун уявĕ лăпкă çеç иртет. Ытти тĕн çыннисем ун çинчен сисмесĕрех юлаççĕ темелле.
Православи тĕнне йышăннă тепĕр хĕвел тухăçĕнчи çĕршыв – Китай. Пысăк чиркÿсенче авалхи православи йĕркисемпе кĕлĕ иртет. Чи пысăк кĕлĕ йĕрки - Çветтуй Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕнче. Кĕлĕ вĕçленсен пурте пылак кулачпа чей ĕçеççĕ. Унтан кăмăл пуррисем Христос пурнăçне сăнлакан сценкăсем пăхма юлаççĕ. Уяв чиркÿ стенисенчен ытлаши тула тухмасть.
Америка çыннисем Мăнкуна тĕн уявĕсен пĕлтерĕшĕпе иккĕмĕш вырăна (Иисус Христос çуралнă кун хыççăн) лартаççĕ. Праçнике тивĕçлĕ хатĕрленес тесе канмалли кунсем илеççĕ, отпуска каяççĕ. Вырсарни кун çынсем чиркĕве кĕлĕ вуланă çĕре васкаççĕ, Иисус Христоса халалланă юрăсем юрлаççĕ. Уяв сĕтелĕ çине пылак кулач, пĕветнĕ çăмартасем, пиçнĕ çĕр улмипе ветчина, пахча çимĕç, улма-çырла лартаççĕ. Мăнкунăн тĕп палли – Кролик. Унăн сăнарĕ Британипе Германи культурисен пĕрлешĕвĕнчен пулса кайнă. Кролик ачасем валли газон çинче, тĕмсем айĕнче шоколадлă çăмартасем хăварать. Вĕсен ăшĕнче – парне. Чечексемпе, хăюсемпе илемлетнĕ урамсем тăрăх парад иртет, ачасене пылак кучченеçсем валеçеççĕ. Канадăра Мăнкуна ытларах çемье уявĕ пек ирттереççĕ. Паллах, чиркÿсенче ытти çĕрти пекех çылăхсене каçарттармалли кĕлĕсем вулаççĕ. Унтан çемьесемпе, юлташсемпе пухăнса уçă сывлăшра, хăшĕсем ресторанта та уявлаççĕ. Ачасем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна каласшăн, кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха пула ытти çĕршывсенче те хăнăхнă йĕркесене кăçал пăрахăçлама тивет. Аслă Патриарх Кирилл хăй ĕмĕрне çынсене чиркĕве çÿреме чĕннине халалланă. Вăл та çынсене Мăнкун уявĕнче чиркĕве килмессе, килĕсенче ларма чĕнсе калать. Тепĕр тесен, Турă вăл чунра пулмалла. Паллах, пирĕн халăхăн хăнасене кĕтсе илес, сăйлас тараватлăх ытлашшипех. Анчах та сире, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрессинчен сыхланма ыйтатпă р, тархаслатпăр та. Хăнăхнă йăлапа ачăрсене те пылак кучченеç пуçтарма кăларса ан ярăр. Хаклă вулакансем, эсир ăнланасса шанатпăр. Кĕрекисем пулĕç-ха вĕсем малалла та. Сыхланакана вара Турă та сыхлать.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: