Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 14:35

Василий Харитонович Мастеров

Василий Харитонович Мастеров (1914-1945 çç)

Василий Харитонович - аннен тăван пиччĕшĕ. Вăл Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕнче 1914 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш. Унăн мăн аслашшĕ Суккул ялне Чăваш Енри Çĕрпÿ уесĕнчи Тăвай ялĕнчен куçса килнĕ. 1935 çулта 21 çулхи качча çара кайма повестка тыттарнă. Вăл Владивосток çывăхĕнчи Шкотово хулинче служба иртнĕ. Демобилизаци хыççăн 1938-1940 çç Пелепей хулинчи ветеринарсен шкулĕнче ăс пухнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче вăл Буздяк поселокĕнче кавалери дивизийĕсем валли лашасем хатĕрленĕ çĕрте тар тăкнă. 1942 çулта хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Василий Харитонович 157-мĕш стрелоксен дивизийĕн 422-мĕш артиллери полкĕнче çапăçнă. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче ăна «Хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Унтан Василий пиччене 173-мĕш стрелоксен дивизийĕн танксене тĕп тăвакан 252-мĕш уйрăм дивизиона куçарнă. Кунта та чăваш арĕ тăшмансене хирĕç паттăр та хăюллă çапăçнă. Çавăнпа вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçнĕ. Прибалтикăри çапăçусенчен пĕринче совет салтакĕ сылтăм урине амантнă. Суранĕ йывăр пулнипе ăна госпитале ăсатнă. Василий Харитонович ЭП-51 госпитальте 1945 çулхи март уйăхĕн 3-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Каунас хулинче çар масарĕнче пытарнă.
В.Х. Мастеровăн икĕ ывăл, Анатолий тата Аркадий пунă. Асли 1940 çулта, кĕçĕнни 1942 çулта çуралнă. Анатолий Совет Çарĕнче служба иртнĕ хыççăн комсомол путевкипе Алтай тăрăхне тухса кайнă. Паянхи кун унăн ачисемпе мăнукĕсем çавăнта пурăнаççĕ. Аркадий Васильевич Креппит ялĕнче тымар янă. Совет самани вăхăтĕнче Калинин ячĕллĕ колхозра ветеринар пулса тăрăшнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Вăтам хĕрĕ аслашшĕпе ашшĕ профессине малалла тăсаканĕ. Вăл Баймак хулинче пурăнать, ветеринар пулса ĕçлет.
Василий ПЕТРОВ.
Октябрьски хули.
Читайте нас: