Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Апрелӗн 2020, 14:50

Виççĕмĕш космонавтăн пĕртен-пĕр хĕрĕн пурнăç шăпи

Валентина‚ арçын ĕçтешĕсемпе танлаштарсан‚ тĕнче уçлăхĕнче хăйне начар туйнă. Унăн кăмăлĕ пăтраннă‚ пуçĕ ыратнă‚ апат çиейми пулнă‚ вăйĕ те чакса пынă.

Елена Терешкова – пĕрремĕш «космос» ачи
Пĕррехинче хĕрарăм космонавт ЦУПпа йĕркеленĕ çыхăнăва та тухайман. Вăл çыхăну сеансне çывăрса ирттернĕ. Çĕр çинче унпа инкек сиксе тухнă тесе шутланă. Вĕçев хыççăн темиçе уйăхран Терешкова качча тухнă‚ çынсем çемьере çĕнĕ кайăк пулас хыпара чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Пĕтĕм тĕнчене пĕрремĕш «космос» ачи мĕнлерех пулĕ-ши текен ыйту канăç паман. Çак кăсăк саманта ачан ашшĕпе амăшĕ вăл çураличчен тĕнче уçлăхĕнче пулнипе çыхăнтарнă. Валентина туй хыççăн часах çие юлнă. Анчах унăн сывлăхĕ хавшакрах пулни медицина ĕçченĕсене пăшăрхантарнă. Вĕсем хĕрарăм варĕнчи ачине çуратма пултарĕ-ши тесе иккĕленнĕ. Йывăрлă хĕрарăма çĕршыври чи лайăх специалистсем сăнанă. Çие юлнă вăхăт йывăр иртнĕ‚ çавăнпа Валентина чылайрах больницăра выртнă. 1964 çулхи июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăл наукăпа тĕпчев институчĕн (НИИ) акушерпа гинекологи уйрăмĕнче хăйĕн пĕртен-пĕр ачине‚ Елена хĕрне, çуратнă.
Пĕчĕк Лена çут тĕнчене килнĕ кун пăшăрханмалли чылай пулнă. Мĕншĕн тесен ашшĕпе амăшĕ космоса вĕçни ачин организмĕ çине сиенлĕ витĕм кÿнипе кÿменнине никам та пĕлмен. НИИ ĕçченĕсем каласа панă тăрăх‚ Андриян тухтăрсене ытлашши ыйтусем пама хăранă‚ больница коридорĕ тăрăх пăлханса утса çÿренĕ. Малтан пепке çурални çинчен пĕр информаци те пулман‚ каярах вара космонавтсен хĕрĕ суккăр тата унăн хăлхи илтмест тесе сас-хура тухнă. Унсăр пуçне унта мутаци пулăмĕсем те палăраççĕ тесе калаçнă. Пĕрисем ултă пÿрнеллĕ ача‚ теприсем ытлашши ал-ури пур тесе сăмах кăларса янă.
Чăннипе вара Лена çуралмалли кунран иртерех çут тĕнчене килнĕ. Çакна пула ÿт-пĕвĕ начар‚ анчах сывлăхĕ çирĕп пулнă. Мутаци паллисем палăрман. Ачана Космос медицина институчĕн специалисчĕсем чылай вăхăт хушши сăнанă. Тен‚ çак лару-тăру пулас профессине суйласа илнĕ вăхăтра пысăк витĕм кÿнĕ. Елена медицина институтĕнче ăс пухнă‚ хирург-ортопед специальоçне алла илнĕ.
Валентина Космонавтсене хатĕрлекен центрта тăрăшнă‚ наука ĕçĕсем çырнă тата СССРа ют çĕршывсенчен килнĕ делегацисемпе тĕл пулнă вăхăтсенче пĕчĕк Ленăна кукамăшĕ пăхнă. Пепке ашшĕ-амăшне сайра-хутра курнă. Яш вăхăтĕнче ачапа амăшĕ хушшинче пĕр-пĕрне ăнланманни те пулнă. Çакă Терешковăна тарăхтарнă.
Лена çуралсанах ашшĕ хушамачĕпе‚ Николаевапа‚ çÿренĕ. Анчах Валентина Владимировна пĕрремĕш мăшăрĕпе уйрăлнă хыççăн‚ хĕр кĕтмен çĕртен амăшĕ хушаматне илнĕ. Хăш-пĕр çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх çакна амăшĕ хĕрне вăйпа хистесе тутарнă. Ĕнерхи мăшăрне кÿрентерес сăлтавпа тенĕ. Унсăр пуçне вăл хĕрĕпе ашшĕ хушшинчи хутшăнăва упраса хăварма чăрмантарнă. Елена çынсене ăна амăшĕ хистеменнине‚ çакăн çинчен вăл ыйтнине çеç пĕлтернĕ. Хĕрĕ вара амăшне кÿрентересшĕн пулман.
Елена Терешкован уйрăм пурнăçĕ
Елена икĕ хутчен качча тухнă. Икĕ упăшкаран икĕ ывăл çуратнă. Пĕрремĕш мăшăрĕ Игорь Алексеевич Майоров летчик пулнă. Çамрăксем пĕрлешессине Терешкова хирĕçленĕ, вĕсене пехил те паман. Çавăнпа хĕрĕ амăшне хăйĕн туйне те чĕнмен. Игорь Майоров каланă тăрăх‚ хунямăшĕ хĕрĕн савнисене йышăнман. Вăл вĕсем паллă космонавтсен çемйипе тăванланасшăн çеç тесе шухăшланă. Çамрăксене юрату туйăмĕ çавăрса илсен‚ вĕсем тарма шутланă.
Темиçе уйăх хушши мăшăр юлташĕсен хваттерĕсемпе дача çурчĕсенче пытанса пурăннă. Çав вăхăтра Терешкова пулас кĕрÿшне тĕрмене лартассипе хăратнă. Игорь ашшĕ‚ Алексей Майоров‚ çамрăксене хÿтте илнĕ. Вăл çав çулсенче Швецинче Аэрофлот представительствине ертсе пынă. Алексей Майоров туй тума килĕшнĕ. Туй церемонине çывăх тăванĕсене çеç чĕннĕ. Вĕсен шутне Валентина Владимировна лекмен. Мăнкăмăллă хĕрарăм космонавт хĕрне туй ячĕпе саламламан‚ çамрăксене нимĕн те парнелемен.
Çемьере Алеша ывăлĕ çуралсан‚ Елена вăрахчен ачана кукамăшне кăтартман. Валентина та мăнукĕпе паллашма ăнтăлман. Игорь пĕлтернĕ тăрăх‚ шăпах çав вăхăтра Ленăпа ашшĕ хушшинче ăшă та кăмăллă çыхăну йĕркеленнĕ те. Хĕрĕ ăна чылай вăхăт хушши курман.
1999 çулта Елена тепĕр арçынна куç хывнă‚ мăшăрĕпе уйрăлма шут тытнă. Унăн çĕнĕ савнийĕ, малтанхи упăшкин ĕçтешĕ тата юлташĕ, Андрей Родионов летчик пулнă. Хĕрарăм каçсерен Аэрофлот медицина центрĕнче ĕçленĕ. Çавăнта вăл Андрейпа час-часах тĕл пулнă. Арçын Елена патне йышăнăва (приема) та çÿренĕ. Майĕпен вĕсем туслашнă‚ Лена мăшăрĕпе уйрăлма заявлени çырнă. Часах вăл Родионова качча тухнă. 2004 çулта мăшăрăн ывăл çуралнă. Ăна Андрей ят панă.
Телее, пурăна киле Валентина Владимировнăпа Елена хушшинчи хутшăнусем йĕркене кĕнĕ. Темиçе çул пĕр-пĕринпе калаçмасăр пурăннă хыççăн амăшĕпе хĕрĕ туслашнă. Терешкова хăйĕн мăнукĕсене питĕ юратать‚ вĕсемпе чылай вăхăт ирттерме тăрăшать.
«Free SMI» электронлă кăларăм материалĕпе усă курса
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: