Самоизоляцие пула куçса çÿрекен зоопарк Пелепей хулинче йывăрлăха лекнĕ. Вăл Самара хулине куçса каймалла пулнă. Анчах Самара влаçĕ хулана кĕме ирĕк паман. Çавна май учрежденин сакăр сотрудникĕ тата 16 артист (кăшлакан чĕр чунсенчен пуçласа арăслан таран) ирĕксĕр тыткăна лекнĕ. Çыннисемпе кăшт ансатрах: унта ĕçлекенсенчен пиллĕкĕшне килĕсене янă. Чĕр чунсем халĕ сцена çине тухмаççĕ. Апла пулин те вĕсен вăхăтлă апат çимелле-çке.
Çак материала çырнă май оппонентсенчен сахал мар сăмах илтме тÿр килчĕ. «Эсĕ лару-тăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместĕн те вĕт», - терĕç. Мĕншĕн-ха? Тĕнче тетĕлĕнче зоопаркри «мыскарасем» çинчен сахал мар çыраççĕ. Анчах тăватă ураллисем чĕрĕ чунсем вĕт, вылямалли тетте мар.
Аса-илÿ çăмхи иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсене, инçетри Ташкент хулине илсе çитерчĕ… Ун чухне эпĕ пуçласа йышлă Хĕвелтухăç пасарĕнче пултăм. Аллине пĕчĕк ача тытнă хĕрарăма курсан çĕр çине сарса хунă тутăр çине темиçе вак укçа пăрахрăм. Вырăнти (местный) туссем тÿрех алăран туртрĕç, урăх нихăçан та ун пек тумасса хушрĕç. Вĕсем мошенниксем пулнине, ачи ултава палăртмасса, çынсене шеллеттерме çеç кирлĕ терĕç. «Ачи сывă вĕт-ха, унăн çимелле», - хирĕçлерĕм эпĕ.
Халĕ зоппарк патне таврăнар-ха. Арендăшăн тÿлеме укçа тенкĕ пултăр тесе Арсен (ячĕсене улăштарнă - авт.) икĕ вагонне тимĕр-тăмăра панă. Чĕр чунсене çитерме 90 пин тенкĕ кредит илсе холодильниксене какайпа тултарнă. Карантина тăсас пулсассăн ку кăна, паллах, çитмест. Çитменнине апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче тигр çураласа панă. Арăслан аттерен тăватă çура çуралнă. Çут çанталăкра лигрсем çуралмаççĕ. Тигрсем Азиатсем, арăслансем – Африканецсем. Ун пекки чĕр чунсем вăрах вăхăт хушши пĕр вольерта пурăнсан çеç пулать. Çакăн пек мăшăрлануран çуралнисенчен 1-2% çеç сывă тăрса юлаççĕ. Паянхи кун тĕлне тĕнчипе пурĕ 20 лигр.
Тăватă лигртан пĕри çеç, Башкир ятли, тăрса юлнă. Виççĕшне вар-хырăмĕ хирĕçнипе Ĕпхÿ хулине ветпункта ăсатнă. Сăлтавĕ – амăшĕ ачисене ĕмĕртесшĕн пулманни. Çурасем выçă ан вилччĕр тесе зоппаркра ĕçлекен Вера няня çурасене качака сĕчĕпе тăрантма шутланă. Сĕтне пасарта карчăксенчен туяннă. Виçĕ çуран организмĕ качака сĕтне йышăнман. Çавăнпа та пĕчĕкскерсене Ĕпхÿ хулине ăсатнă. Вĕсен шăпи хальлĕхе паллă мар-ха. Лигрсен ашшĕ-амăшĕн, упан, тĕвепе Башкир лигрăн шăпине лайăх енне улăштарас ĕçре эсир те, хаклă вулаканăм, укçа-тенкĕпе пулăшма пултаратăр. Ăна 8-917-103-33-32 телефон номĕрĕ урлă куçармалла.
БРИК-АЛГИНСКИЙ.
Пелепей хули.