Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 13:25

Чăваш тĕрри пирки калаçса илер-ха

Манăн та, сирĕнни пекех, инçекурăм хăми (телевизор) пур. Мускав каналĕсене чарсах Шупашкарăн Наци телевиденине яратăп. Республика хыпарĕсене тăнлатăп, истори, этнографи, культура çинчен ăслă çынсем сÿтсе явни кăмăла каять. Унсăр пуçне «Чăваш Ен» инçекурăмра ĕçлекенсем ташă, юрă кăларăмĕсем хатĕрлеме, кăтартма юратни çинчен те каласшăн. Концерт хыççăн концерт куратăп. Тракторсем туса кăларакан заводăн Культура керменĕ маншăн тăван кил пекех пулса тăчĕ. Юрлакансене, ташлакансене аякранах паллакан пултăм. Украинăпа Итали çĕршывĕсене те кая хăвараççĕ пулĕ пирĕн сăвăçсем, юрăçсем, композиторсем. Питĕ нумай юрă çырса халăх умне кăларчĕç.

Шкулта вĕреннĕ çулсенче Шупашкар радионе итлесе эпĕ Мефодий Денисовпа Тамара Чумакова юррисене кăмăлланă. Вĕсене яланах баянпа рояль пулăшса пыратчĕç. Эстрада оркестрне питĕ итлес килетчĕ. Вăл çукчĕ. Халĕ пур. Тата, çăварне хуплама, микрофон та пур. Юрлакансен кĕписене курсассăн тĕлĕнсе кайăн. Мĕнле кăна тĕслĕ мар вĕсем, хаклăран та хаклă пулĕ! Фасонĕсем те тĕрлĕрен. Каласа пĕтерме те çук. Анчах… Чăваш хĕрарăмĕн кĕпи енне те пымаççĕ хăшĕсем. Арçынсен шупăр çинчи тĕррисем те вырăнлах мар.
Тимлĕрех пăхсан вĕсем чăваш халăхĕн йăла-йĕркине пăхăнманни курăнать. Ют чĕлхепе каласан, канонĕсене тытса пыман. Мĕншĕн чăваш хĕрĕ, арăмĕ хăйĕн кĕпине тĕрленĕ? Пĕр енчен, вăл илем патне пĕтĕм чун хавалĕпе туртăннă. Улăхри чечек пек курăнасшăн, чечек илемĕпе, шăршипе вĕлле хуртне чĕнсе илесшĕн пулнă. Пуринчен те илемлĕрех курăнас килнĕ хĕрупраçăн. Кăна эстетика енĕ тейĕпĕр. Сцена çинчи артистсен кĕписем ку енĕпе аван шайра тăраççĕ. Питĕ илемлĕ вĕсем.
Тĕрĕ тĕрлекен илеме çеç мар, çут çанталăка, тĕнчене хăйĕн куçĕпе мĕнле курнине кăтартнă. Тĕнче тытăмне те. Çĕре, хĕвеле, çутта, туслăха, тăванлăха, килĕшÿлĕхе, йăх йывăçне, юратăва, шанчăклăха.
Ĕлĕк-авал вăхăтпа ĕмĕрлĕхе, ырăпа усала, усалран сыхланассине тата нумай пулăма, япалана тĕрĕ урлă кăтартма пĕлнĕ. Хăш пĕр тĕрĕ хушса, чĕнсе каланă… Хутла пĕлмен чăваш çынни те тĕрĕ вулама пĕлнĕ. Çакна чăвашăн анлă тавракурăмĕ темелле.
Артистсен уяв кĕписем çинчи тĕрĕсем хăш чух ним çинчен те каламаççĕ. Геометриллĕ элементсем тĕрлĕ вариантпа тĕллĕн-паллăн вырнаçаççĕ кăна. Пĕр тĕслĕх. Хĕрĕн, качча кайнă хĕрарăмăн кĕскĕ текен тĕрĕ яланах кăкăр тĕлĕнче пулнă. Пĕрер-и, икшер-и? Паян хĕр-юрăçă кĕпи çинче тăватă кĕскĕ куртăм. Иккĕшĕ кăкăр тĕлĕнче, тепĕр иккĕшĕ хулпуççипе кăкăр хушшинче. Арçын кĕпин çанни, çурăмĕ çинче те тĕрĕ курма пулать.
Тепĕр самант. Хĕрарăм, хĕр килти çын валли кĕпе-йĕм касса çĕлеме, илемлетме нихăçан та ют çынна паман. «Телей каять, усал çыпăçать» тенĕ. Хĕр ача 9 çулта пир станĕ умне ларнă, чăваш Турри юратакан шурă пир тĕртнĕ, 11 çултан пуçласа мĕн качча кайиччен пулас пурнăçра кирлĕ пулакан япаласене çĕленĕ, тĕрленĕ. Пир çине, çиппе шутласа, тĕрĕ вырнаçтарнă. Йăнăшма юраман. Пире сая яма юраман. Хальхи саманара чăваш кĕпи сцена кĕпи кăна пулса юлчĕ.
Ытти чухне çат тытнă йĕмпе, умне-хыçне кăтартса, халăх çинче çÿреме пултараççĕ. Ют çын çĕленĕ кĕпене хулари лавккара туянаççĕ. Хăйсем çĕлеме, тĕрлеме ÿркенеççĕ. Машина тĕрленĕ, çĕленĕ кĕпе тăхăнса халăх умне ташлама, юрлама тухаççĕ. Ĕлĕк апла пулман, юраман.
Чăваш хĕрĕ, арăмĕ кĕпе касса çĕлесе илемлетнĕ чухне тепĕр япалана асра тытнă. Тĕрĕ кĕпен çаннисен вĕçĕсене, мăйпа кăкăр çурăкне, аркине усал кĕресрен сыхламалла пулнă. Сыхланă та. Пулас ачана сĕт çитермеллине, сĕтсĕр ача пурăнайманнине хĕр, хĕрарăм лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа та кăкăр çинчи кĕскĕ текен тĕрре (çăлтăр е сунтăк) ятарлă кĕлĕсемпе вăйлатнă (усилили). Артистсен кĕписенче кĕскĕ тĕрри пур та, çук та. Ку тепĕр самант. Тĕрлемелли çипсене вăрманти хăватлă сĕткенлĕ тымарсемпе пиçĕхтернĕ. Çак çипсемпе тĕрленĕ хăюллă (лентăллă) геометриллĕ тĕрĕсем чăн та кĕпе арки айне усал кĕме пултаракан шăна-пăвана, çĕлен-калтана, ытти усала ирттермен. Тĕрре асамлатмалли сăмахсем те пулнă. Ăна пурте пĕлмен. Ку пулăма асамлă (магическая функция) тейĕпĕр. Сцена валли çĕленĕ, машинăпа тĕрленĕ кĕпесенче ку функци те çук.
Тухьяпа хушпу хатĕрлекенсем те ĕмĕрсем урлă килнĕ канонсенчен пăрăнни курăнать. Шăрçаран пухнă тĕрĕсене пăрахăçлаççĕ, хăлха çакки укçисем çумне тĕрлĕрен япаласем хушаççĕ. Канонран пăрăнаççĕ. Уяв тумĕ тăхăнатăн пулсан саппун (чĕрçитти) çакмаллах пулнă. Арçыннăн та, хĕрарăмăн та мунча кĕрсе чăлт шурă йĕм тăхăнмалла пулнă. Сцена çинчи хĕрарăм-юрăçсем чăваш тĕрриллĕ кĕпепе, тухьяпа, хушпупа, анчах чĕрçиттисĕр. Вăрт çаврăнса ташласа илнĕ чухне çара урисене кăтартнинче нимĕн аванни те çук.
Чăваш халăхĕн асамлă тĕррисем XIX ĕмĕртех тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Америкăна, Канадăна çитнĕ. Халĕ те тĕлĕнтереççĕ. Вĕсене художниксен çуллă сăрăпа çырнă хитре картинисенче курма пулать. Чăваш наци музейĕнче калама çук паха тĕрĕпе илемлетнĕ кĕпе упранать. Кайса курăр.
Николай КАДЕБИН.
Чĕмпĕр облаçĕ.
Читайте нас: