Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 14:00

Чăвашла хĕвелĕм култăр, кашлатăр чăвашла йăмра

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ – чӑваш халăхне ҫутта кӑларнӑ, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркелесе янӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кун – чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш Республикин Аслă Канаш Президиумĕ 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне туса хурасси çинчен йышăннă постановлени тăрăх кăçал эпир Чăваш чĕлхи кунне 28-мĕш хут уявлатпăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах çак кун вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсенче вун-вун мероприяти, савăнăçлă уявсем, тĕлпулусем иртетчĕç. Кăçал кăшăлвирус пандемине пула уява шавлăн паллă тума май килмест паллах. Анчах уншăн кулянма кирлех мар. Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хасатрĕ, чăваш наци академикĕ Иван Васильевич Ефимов калашле чăваш чĕлхине килте вĕренмелле. Чăваш чĕлхин шăпи пиртен кашнинчен килет. Çак шухăшах ППУн Çтерлĕри филиалĕнчи чăваш тата тутар филологи кафедринче ăс пухакан студентсем те пĕлтереççĕ. Çак арпашуллă саманара тăван чĕлхемĕрĕн пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстерме тата упраса хăварма май килнĕ таран вăй-хал тупасчĕ. Чăваш чĕлхи анлăн янăратăр, эпир вара хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланар. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатпăр.

Читайте нас: