Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 14:30

Кунта çăмламас носорогсем те çÿренĕ

Меселпуç ялĕ вырăнĕнче ĕлĕк-авал сĕм вăрман кашласа ларнă. Ял Канашĕн территоринче чул ĕмĕрĕ вăхăтĕнче мамонтсем, çăмламас носорогсем, бизонсем, хир лашисен кĕтĕвĕсем çÿренĕ. Çакна кунта вĕсен тупнă шăммисем çирĕплетсе параççĕ.

Ял варринче икĕ çырма пĕрлешнĕ вырăнта 1978 çулта тупнă вутчултан тунă сăнă вĕçĕ кунта первобытнăй çынсен (16 пин çул каярах) стоянки пулнине кăтартса парать. Тимĕр ĕмĕрĕ вăхăтĕнче (пирĕн эрăччен VI-II ĕмĕрсенче) кунта куçса çÿрекен сарматсем пурăннă. Вĕсем аталанас енĕпе скифсемпе, саксемпе, массагетсемпе пĕр шайрах аталанса пынă. Меселька çырмин пĕр юппи пуçланнă вырăнта, Ярук варĕнче, вĕсен тимĕр шăратнă кăмакисен юлашкине паян кун та сăнама пулать. Каран Йăлка варĕ пуçланнă çĕрте сарматсен курганĕсем те пур. Курганĕсем çинче икĕ Тăрачул пулнă. Пĕр Тăрачулпа жертвенникĕ, кинжалĕсем, хĕçĕсем, пурттисем, шăратнă тимĕрĕсем, шлакĕсем, алăпа тунă кирпĕчсем халĕ те музейра упранаççĕ.
Пĕрремĕш хут Меселька çырмин ячĕ Ĕпхÿри документсен архивĕнче 1729 çулхи июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 389№ ĕçре 57 тата 58№ опиçсенче Нукай тарукин Меркит вулăсĕнчи пушкăртсем çырса хăварнинче сыхланса юлнă. «…башкирец Юкат Беккулов и родственник Юлай Аблаев договорились, что у них общая вотчина между Буляк Кодий да Тюгуряк Илан, по-русски Степца да от Беляк Козий, от вершины, что выпала от Мэсэли, по большую дорогу. На Карамале-реке ему, Алаю, мельницу сделать и пашни пахать, сено косить, то есть жить вместе на одной вотчине, не обманывать. И к этой земле башкирец Юкат тачму свою приложил № 57, Алай № 58. Талмачия Григорий Сокуров.»
Меселпуç ялĕ ларнă вырăна ĕлĕк пушкăртсем «меселэ» тенĕ. Вăл алама, шурлăхлă, иртсе çÿремелле мар вырăн тени пулать. Çапла вара Месели çырми те каярах ялăн ячĕ те çак сăмахран пуçланса кайнă.
Меселька çырми хăйĕн шывне тăхăр пĕчĕк юппинчен пуçтарать: Савкани, Вирьял, Йĕмпĕççи, Йÿçĕлĕх, Çÿткÿл (Ярук çырми), Маньел, Сивçăл, Массул, Каран Йăлка çырмисем. Вĕсемсĕр пуçне Савкани çырмине Дадан çырмипе Хыркас çырми юхса кĕреççĕ. Вирьял çырмине Картун варĕпе Чулкас çырмисем çыхăнаççĕ, Çуткÿл çырмине Вăрă-хурах варĕпе (Матвеевка çырми) Çăлпуçĕ юхса кĕреççĕ. Массула вара Тăрнашурипе Макар çырмисем «вăй парса тăраççĕ».
Меселпуç ялĕ пуçланса кайни çинчен темиçе верси пур.
Пĕрремĕшĕ - «Аургазинский район: Годы и судьбы «Новый стиль» Уфа-2005» кĕнекере 58-мĕш страницăра «с.Месели основано чувашами-новокрещенами в 1760г.» - тенĕ. Анчах та 125-мĕш страницăра «Итоги переписи ясачных татар 1747г. по Нагайской дороге Уфимского уезда и провинции (неполные сведения)» тенине вулатпăр «Нижняя Месейля, что на р. Месяйля 46 мужчин (основание РГАДА. Ф.350, оп.2, Д.3792, лл.46об-49об.»), малалла «Верхняя Месейля, что на р. Месейля 40 мужчин (основание там же, лл.50об-53об.)» тенĕ. Апла пулсан 1747 çулхи çырăва кĕнĕ пулсан Меселпуç ялне унчченех пуçарса янă.
Иккĕмĕшĕ - В.Д. Дмитриев профессор хăйĕн «О расселении чувашей в Приуралье в 40-е годы XVIIIв.» кĕнекинче çапла çырса кăтартать: «1740 çул Шупашкар уесĕнчи Çĕпрелĕпе Энтри ялĕсенчен 12 çынран тăракан чăваш ушкăнĕ Ĕпхÿ хулинчен тухса Мăратăм ялне пырса çитнĕ. Анчах та мăратăмсем «Эпир хамăрăн ытлашши çĕрсене сутса пĕтертĕмĕр»,- тенĕ. Вĕсем чăвашсене Тияпаткан ялĕнче пурăнакан пушкăртсем патне кайма хушнă. Унта пĕр ватă хĕр Елксана хăйĕн пай çĕрне сутма килĕшнĕ. Вĕсем виçĕ пĕртăван пулнă. Елксана пиччĕшĕ патĕнче пурăннă. Тетĕшĕпе вăл чăвашсене малтан Макар патĕнчи çĕрсене кăтартнă, кайран вара, 10 кун тăршшĕ, Меселька тăрăхĕнчи çĕрсене кăтартса çÿренĕ. Чăвашсем çĕршĕн укçа тÿленĕ тата парнелесе ăйăр панă, анчах купчий (сутăн илни çинчен калакан документ) туман, Ĕрĕнпура кайма аякра тенĕ. Çавăнпа чăвашсем патшалăха пĕр ят пуçне 8 тенкĕ ясак тÿлемелле пулнă. Кÿршисем вара налукне 18 пус тÿленĕ. Çак çулах 18 çемье Меселька çырми хĕрне куçса ларнă. Пĕрисем хальхи Кĕçĕн Аксакку (Подлесное) ялĕ çывăхĕнче (ăна Анат Месели тенĕ), теприсем хальхи Меселпуç ялĕ вырăнне (ăна Тури Месели тенĕ) вырнаçнă»
Ытти версисене пăхса тухмасăрах Меселпуç ялĕ 1740 çул пуçланса кайнă теме юрать (тата 1767 çул пуçланса кайнă текен верси те пур).
1792 çул пушкăртсем Анат Месели çĕрĕсене титуллă советника Тимофей Аксаков улпута 550 тенке çĕнĕрен сутса янă. Вăл чăвашсене хăваласа ярса хăйĕн крепостла хресченĕсене куçарса килсе Пестровкăпа Подлесное ялĕсене йĕркелесе янă. Анат Месели чăвашĕсем вара ирĕксĕрех çĕнĕ çĕрсенче çĕнĕ ялсем пуçарса янă: Васильевка, Мелеуз, Таштамак, 74 килĕ кивĕ Маньел ялне (хальхи Талалаевка вырăнне), теприсем Тури Меселпуç, Пишкайăн, Ямансас, Чăваш Хурамалĕ, Çÿлти Усăллă ялĕсене куçнă. Тури Меселпуçĕнче пурăнакансем те купчий çырман пулнă. Çавăнпа вĕсене 1832 çул хысна хресченĕсен шутне кĕртнĕ. Вĕсем кашни арçын пуçне 8-шар тенкĕ налук тÿленĕ.
Ĕрĕнпурти хысна палатинчи архив докуменчĕсем тăрăх (фонд 138, опись 1, архив 53) 1782 çулхи ревизипе Анат Меселпуçĕнче 284 арçынпа 249 хĕрарăм пурăннă, 1795 çулхи ревизипе - 268 арçын тата 240 хĕрарăм пулнă. 1858 çулхи ревизипе - 352 арçынпа 355 хĕрарăм пурăннă (пурĕ 707 çын). Паянхи куна Меселпуç ялĕнче, «дачниксене» шутласан та, пурăнакансем 500 çынна çитмеççĕ.
Çÿлте çырнисене пĕтĕмлетÿ туса, айтăр-ха паян Меселпуçĕнче пурăнакансене юбилей ячĕпе саламлар тата яла упраса хăварас шухăшлă ватăсене тĕнче тăрăх çÿрекен ачисене яла таврăнса пурăнма чĕнме сĕнер.
Иван ЕФИМОВ,
чăваш наци академикĕ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Читайте нас: