Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 13:35

Максим Николаевич Данилов-Чалтун

Максим Николаевич Данилов-Чалтун (1894-1944 çç)

Паллă чăваш совет писателĕ, проза ăсти, хĕрÿллĕ патриот. Пушкăрт АССРĕн Стерлитамак районĕнчи Усăллă ялĕнче çуралнă.Ялти шкултан вĕренсе тухсан Çĕпĕрти шахтăсенче ĕçленĕ. Виçĕ вăрçăра пулнă. Граждан вăрçи çулĕсенче вăл Çĕпĕр партизанĕсемпе пĕрле Колчак çарне хирĕç çапăçнă, Совет влаçне çирĕплетнĕ. Томскра советсен парти шкулĕнче тата Мускавра политработниксен курсĕнче вĕреннĕ, партипе Совет органĕсенче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан, хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, паттăррăн вилнĕ.
Унăн малтанхи сăввисем 1924 çулта Мускаври «Чăваш хресченĕ» хаçатпа «Ĕçлекенсен сасси» журналта пичетленнĕ. 1929 çулта «Тайгара» пьеси Мускавра уйрăм кĕнекепе кун çути курнă.
1929-1941 çç. çырнă «Икĕ вăй», «Çăлтăрлă çĕлĕк», «Тайга паттăрĕсем», «Лубков отрячĕ», «Шахтăра», «Левентей масарĕ», «Çулăм витĕр» тата ытти калавĕсенче совет çыннисен Граждан вăрçинчи кĕрешĕвĕпе паттăрлăхне кăтартса панă.
Унăн «Кочетков фельдшер», «Вĕретнĕ шыв», «Тĕлпулу», «34-мĕш атака умĕн», «Красноармеец Самсонов», «Пăлан хыççăн», «Лизавета Егоровна» тата ытти калавĕсем – Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен çырнă паха произведенисем. Вĕсем мирлĕ пурнăçшăн, фашизма хирĕç кĕрешме чĕнеççĕ.
Читайте нас: