Н. В. Митрофанов Федоровка районĕнчи Урал ялĕнче çуралнă. Çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн колхоз ĕçне хутшăннă. 1935 çулта Совет Çар ретне тăнă. Салтакран таврăнсан Ĕпхÿри çул тăвакан техникума кĕнĕ, ăна 1939 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1940 çулта Финн вăрçинче пулнă. 1941 çул Тăван çĕршывăн аслă вăрçине чĕнсе илнĕ. Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнче отделени командирĕ пулнă. Амантнă хыççăн Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче взвод командирĕ пулса çапăçнă. 1944 çулта Мускавра офицерсен курсĕнче вĕреннĕ. 1945 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕччен рота командирĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче ултă хутчен аманнă, медсанбатра выртса сывлăхне сипленĕ хыççăн татах çапăçусене хутшăннă. Вăрçă хыççăн икĕ çул хушши Германире служба иртнĕ. Офицер-экономист, çар коменданчĕн дежурнăй пулăшаканĕ пулнă. 1947 çулхи июль уйăхĕнче тăван ялне сывах таврăннă. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн сахал мар медальпе орденсене тивĕçнĕ. Аттепе анне тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Атте: «Урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр», - тетчĕ. Вăл 1989 çулхи август уйăхĕнче пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Эпир ăна нихăçан та манмастпăр. Вăл ĕмĕрех пирĕн чĕрере пулĕ.
МИТРОФАНОВСЕН çемйи.
Федоровка районĕ, Гончаровка ялĕ.