Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 14:50

«Нива» çĕр ĕçченĕсем акана тухнă

Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Хăш-пĕр районсенче уй-хире тин çеç тухма хатĕрленеççĕ пулсан Мияки районĕнчи «Нива» СПК хуçалăх (ертÿçи - А.Ф. Петров) ĕçченĕсем апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче акана тухнă.

Лайăх тухăç илес тесессĕн кашни саманта хăй йĕркипе, тĕплĕ, технологи ыйтнă пек пурнăçлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Нива» хуçалăхра çурхи ĕçсене тырра тасатса им-çамлассинчен пуçланă. Çак яваплă ĕçе склад заведующине Алевтина Андреевапа Ирина Леонтьевана, Алексей Леонтьевпа Виктор Петрова шанса панă. Виктор Алексеевич пĕр вăхăтрах ЗАВ моторисчĕ те, тырă турттаракан водитель те пулнă.
Çĕр кăшт типсессĕнех Владимир Яковлевпа Валерий Леонтьев, Андрей Потапов механизаторсем кĕрхи тата нумай çул хушши ÿсекен курăксене сÿрелеме тухнă. Ун хыççăн кĕрхи культурăсене удобренипе апатлантарма вăхăт çитнĕ. Сергей Ивановпа Алексей Леонтьев ăна тиесе, Георгий Дмитриев турттарса тăнă пулсан, Ильнур Хакимьянов анасем çине салатнă. Ку ĕç вĕçленмен-ха.
Лайăх тухăç илме ĕмĕтленекенсемшĕн тăпрари нÿре упраса хăварни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçре Александр Михайловпа (К-700 трактор çумне БИГ -16 агрегат çакса) Александр Сергеев (ДТ-75) тăрăшаççĕ. Маларах ку ĕçшĕн Вячеслав Богданов механизатор яваплă пулнă. Вăл хăйĕн Версатайл RSM - 2375 тракторĕ çумне БИГ-16 агрегат çакса 200 гектар уй-хире кăпкалатнă.
Çак ĕçсене пурнăçланă тĕле техника культурисене акмалли вăхăт та çитнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн агрономĕ Анвар Султанбеков пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Сергей Иванов (МТЗ-1221 тракторпа, Маскар агрегат), Николай Шурковпа Валерий Леонтьев (МТЗ-80 СУПН агрегат) механизаторсем хĕвелçаврăнăш, Вячеслав Богданов Версатайл Бюлер трактор çумне Кузбас-Т ПК8 агрегат çаклатса пăрçапа сĕлĕ хутăшĕ акас ĕçе тытăннă. Александр Капитонов вăрлăх турттарса тăрать. Ăна пулăшаканĕ – Валерий Алексеев. Акмалли анасене МТЗ-82 тракторсем çумне КПС-4,2 агрегатсем çакса Георгий Дмитриев, Сергей Ефремов тата Евгений Алимпеев кăпкалатса хатĕрлеççĕ. Культиваци тăвасси Виктор Максимов çине тиеннĕ (Т-150). Ульфат Хафизов (МТЗ-80) удобрени турттарать, вăрлăх тиет.
Хуçалăх çуркунне пуçламăшĕнчех кран-манипулятор туяннине те палăртса хăварас килет. Ăна МТЗ-82 тата МТЗ-1221 тракторсем хыçне çакаççĕ. Унпа тиемелли-çĕклемелли ĕçсене пурнăçлама меллĕ.
Минераллă удобренисем пирки калас пулсассăн «Нива» СПКан пĕр гектар ани çине 14,4 кг минераллă удобрени лекет.
Техникăн ванасси-тăваси те пулать. МТМри дежурнăйсем те - Эдуард Капитонов сварщик тата Юрий Сорокин токарь - тÿрех çитменлĕхе пĕтерме васкаççĕ. Çавна май ĕç чарăнса тăмасть.
Надежда РОДИОНОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.
Читайте нас: