Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 13:15

Самоизоляци режимĕнче пурнăçламалли ĕçсем

Паянхи кун кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсене 100 ытла çĕршывра‚ çав шутра Раççейре те, тупса палăртнă. Çавăнпа çынсем çĕршывсем хушшинче çÿренĕ хыççăн икĕ эрне карантинта лараççĕ.

Енчен те сире карантина «лартрĕç» пулсан‚ çак кунсене йывăрлăх вырăнне ан йышăнăр. Вĕсене хушма канмалли кунсем пек ирттерĕр.
Чылай чухне эпир интереслĕ япаласемпе ĕçсене малти вырăна хумастпăр. Мĕншĕн тесен вĕсем кун йĕркинче «пĕлтерĕшлĕ‚ анчах каярах та туса пулать» текен шухăш çуратаççĕ. Акă‚ карантин е самоизоляци режимĕ пулать тесе пĕлтерчĕç. Малашне ĕçе те каймалла мар. Карантин вăхăтĕнче вара урама тухма та ирĕк çук. Çак вăхăтра юратнă кĕнекене вуласа тухма пулать-и? Çынсем çук тесе пĕлтереççĕ. Карантин вăл пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçламалли сăлтав теççĕ.
Чи ĕçчен çыншăн пĕрремĕш вырăнта туса пĕтереймен ĕçе вĕçлесси малта тăрать. Паллах‚ ĕç вăхăтĕнче çакна пурнăçласа пулмасть.
Рейтингăн иккĕмĕш пусминче çуртсемпе хваттерсене тĕплĕн тасатса тирпейлени. Чăнах та‚ ĕç – кирек хăш чирĕн эмелĕ тесе ахальтен каламаççĕ.
Çурта тĕплĕн тасатса тирпейленĕ хыççăн япаласене йĕркене кĕртме те юрать. Балкон‚ шкап тата кухня çÿлĕкĕсене кирлĕ мар япаласенчен тасататпăр. Вĕсене ăптăр-тапăр пасарне ăсатма е йÿне сутма пулать.
Чылайăшĕ çак кунсенче ашшĕ-амăшне‚ çывăх тăванĕсене шăнкăравласа калаçма палăртаççĕ. Ытти кунсенче вĕсемпе калаçма вăхăт сахал тенине илтме пулать.
Хăшĕ-пĕрисем самоизоляци вăхăтĕнче малашлăх планне хатĕрлеççĕ‚ иммунитета çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен‚ кун кĕнеки çырса пыма е зарядка тума пулать.
Çавăн пекех телефонти приложенисемпе усă курма вĕренме май пур. Е тата галерейăна кивĕ сăн ÿкерчĕксенчен тасатма та вăхăт çителĕклĕ. Вĕсене пуçламăшĕнченех пăхса тухсан та начар пулмасть.
Чи лайăх мелсенчен пĕри – çывăрса тăранасси.
Пушă вăхăта усăллă ирттерме юратнă кĕнеке те пулăшĕ. Нумайăшĕ юлашкинчен туяннă кĕнекене уçса та пăхман. Мĕншĕн тесен вулав чылай вăхăт йышăнать тесе шутлаççĕ. Апла пулсан‚ карантинпа самоизоляци вăхăчĕ сирĕншĕн пулăшу вырăнне пулĕ.
Паллах‚ сериалсемпе кино кунне те йĕркелеме пулать. Çак кун ĕлĕкхи тата хальхи юратнă фильмсене пăхса киленĕр.
Унсăр пуçне хăвăра аталантарасси çинчен те манмалла мар. Пушă вăхăтра пĕр-пĕр япалана вĕренме пулать. Сăмахран‚ чирлемессе алăсене тĕрĕс çума та пĕлмелле. Е тата çывăрса тăранас тесен мĕн тумалла?
Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла‚ пушă вăхăтпа тĕрĕс усă курмалла. Çавăн чухне çеç сирĕн организмра килĕшÿ хуçаланĕ‚ иммунитет та çирĕпленĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: