Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 13:02

Тăван чĕлхе ялан пулăшать.

Чăн та, тăван чĕлхепе пуплекен, ăна манман çын телейлĕ. Атте-анне чĕлхи тĕрлĕ йывăрлăхра та пулăшать. Акă пĕр пĕлĕш каласа панине çырса пĕлтерес тетĕп (тахçан çырас кăмăл пурччĕ кун çинчен).

- Çамрăк чух, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче, эпир юлташпа Украинăри Донецк облаçĕн Артёмовск хулинче геолога вĕрентĕмĕр. Ровно, Львов, Донецк хулисенче, вĕсен çывăхĕсенче ĕçлерĕмĕр. Илемлĕ Карпат тăвĕсемпе пĕрре мар киленнĕ. Ун чухне халăхсем пĕр-пĕринпе питĕ туслăччĕ. Ара, пĕр çемьере, пĕр патшалăхра пурăннă-çке. Ту-чакăл, хирсенче геологпа разведка çул çÿревĕсенче çÿресе çÿç-сухал ÿссе каятчĕ.
Пĕррехинче çапла Артёмовска таврăнсан ют çĕршыври халăхсене валли текен парикмахерскине кĕрсе çÿçсене кастарас терĕмĕр. Пĕрле нимĕç ачи те пурччĕ. Эпир ни нимĕçле, ни акăлчанла пĕлместпĕр. Мĕн тумалла? Ара, хамăр тăван чĕлхе те украинецсемшĕн ют вĕт. Тăван чĕлхепех калаçар. Юлташпа атте-анне панă чĕлхепе пуплесе кĕтĕмĕр парикмахерскине. Çÿçсене чиперех кастарса тухрăмăр. Унта-кунта кайсан та, юлташпа пĕрле чух, хамăр чĕлхепе калаçса илеттĕмĕрччĕ. Вăрттăнлăхсене ыттисене пĕлтермессе те пĕрре мар пулăшнă чĕлхемĕр. Украин ачисемпе пĕр çемьеллĕ пурăнтăмăр. Пирĕн çĕршыва та (пĕрле) килсе курчĕç вĕсем. «Сирĕн чĕлхĕр питĕ çемçе, ачаш, çыннăрсем вара ăшă кăмăллăскерсем», - тетчĕç вĕсем.
Çапла тăван чĕлхепе калаçакан нихăçан та çухалмасть.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Кăратмас ялĕ.
Читайте нас: