Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Апрелӗн 2020, 13:45

Василий Николаевич Кузьмин

Василий Николаевич Кузьмин (1923-1966 çç)

Манăн атте, Василий Николаевич Кузьмин, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ тата II ушкăн инваличĕ 1923 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче çуралнă. 1942 çулта Ĕпхÿри 289№ госпиталь çумĕнчи шкула çар фельдшерĕсен кĕçĕн шкулне вĕренме кĕнĕ. 1943 çулхи январь уйăхĕнче унтан вĕренсе тухсан медицина службин кĕçĕн лейтенанчĕ звани панă та вăрçа ăсатнă. Фронтра санитари взвочĕн командирĕ пулса тăнă. Анчах та çулталăк та пĕр уйăх иртсен ăна пĕççинчен йывăр амантнă. Пĕçĕ витĕр тухнă пуля суранĕ диагнозпа Сталинград облаçĕнчи 4087№ эвакуаци госпиталĕнче 1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕччен сипленнĕ. Унтан Ĕпхури, Кармаскалăри пульницăсенче те вăрах выртнă. Ăна II ушкăн инваличĕ панă. Госпитальте сипленнĕ чух та пушă вăхăтне сая яман, хурт-хăмăрçăпа выльăх тухтăрне вĕреннĕ, киномеханик профессине алла илнĕ. Мирлĕ пурнăçра малтан ял клубĕнче киномеханик, унтан Сихун ялĕн клуб заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1952 çулта çемье çавăрнă, юратнă мăшăрĕпе 5 ачана пурнăç парнеленĕ. Колхозра выльăх тухтăрĕ пулса тăрăшнă, парти секретарĕн ĕçне илсе пынă. Выльăх тухтăрĕ пулнă май вăл кÿршĕ ялсене те çÿренĕ. Çавăнпа та аслă ăрури çынсем хушшинче аттене пĕлекенсем сахал мар.
Василий Николаевич Кузьмин 1966 çулхи ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче чĕре чирне пула (инфаркт миокарда) вăхăтсăр вилсе кайнă. Атте ун чух 43 çулта çеç пулнă. Сакăр вунă çулхи ашшĕпе амăшĕ, арăмĕпе ачисем тăлăха юлнă.
Атте вилнĕ çул эпĕ 1 класра вĕренеттĕм. Вăрçăра хăй курнине, тÿснине вăл пире валли «Тăван çĕршывшăн» асаилÿ çырăвĕнче çырса хăварнă.
Людмила НИКОЛАЕВА, хĕрĕ.
Читайте нас: