Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 13:15

Александр Андреевич Павлов

Александр Андреевич Павлов (1921-1973 çç)

Манăн мăн кукаçи А. А. Павлов Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче 1921 çулхи феврал уйăхĕн 18-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Унăн тăван ашшĕ 35 çултах вилнĕ. Амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлнă. Каярах вăл тепĕр хут качча тухнă. Иккĕмĕш упăшкин виçĕ ача пулнă. Пĕрлешнĕ хыççăн тата тăватă ача çуралнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçса йывăр суранланнă тăван мар ашшĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă. Çемьери нумай ĕç ачасем çине тиеннĕ. Арçын ача пилĕк класс пĕтернĕ хыççăнах шкула пăрахса ашшĕ-амăшне пулăшма пуçланă. 1939 çулта 18 çул тултарсан Александр Ĕпху хулинчи моторсем тăвакан завода моторист пулса вырнаçнă. Вăрçă пуçлансассăн манăн мăн кукаçи хăйне фронта яма ыйтнă. Çар комиссариатĕнчен бронь панă тесе ăна вăрçа илмен. Заводра самолетсем валли двигательсем, снарядсем кăларма пуçланă. Сихун каччи талăкне вун ултă сехет пĕр канми ĕçленĕ. Вăл çав тери фронта кайма ĕмĕтленнĕ. 1944 çул пуçламăшĕнче мăн кукаçи хăй ирĕкĕпе фонта тухса кайнă. Вăрçă уншăн Орел хулинче 29-мĕш Хĕвеланăç стрелоксен полкĕнче пуçланнă. Вăл стрелок пулнă. Днепр, Днестр, Висла, Буг юхан шывсем урлă каçнă, Ельня, Гомель, Житомир, Радехов, Ченстахов, Бреслау тата ытти хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çапăçусенчен пĕринче урине амантнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн 702-мĕш стрелоксен полкне куçарнă. Разведчик пулнă. Сакăр хутчен нимĕçсен окопĕсем патне «чĕлхе» тытма çÿренĕ. Пĕррехинче операци ăнăçсăр пулнă. Çапла кун хыççăн кун çĕнтерĕве туптанă. Аслă Çĕнтерĕве Прага хулинче кĕтсе илнĕ. Унтан Украина вăрманĕсенче бандеровецсене тытнă. 1946 çулхи май уйăхĕнче ăна демобилизациленĕ. 1946 çулхи апрель уйăхĕнче СССР Аслă Канаш Президиумĕ «1941-1945 çç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Çавăн пекех юбилей медалĕсем те пур.
Вăрçăран таврăнсан çемье çавăрнă, Калинин ячĕллĕ колхозра столяр-плотник пулса ĕçлеме тытăннă. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынă кукаçие юбилей медалĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе,Тав çырăвĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Мăн кукаçи 1973 çулта 52 çулта чухне вилнĕ. Мăшăрĕ 2019 çулта 92 çул тултарса çĕре кĕнĕ. Павловсен пĕрремĕш ывăлĕ Чернобыльти аварие тĕп тунă çĕре хутшăннă. Радиацие пула нумай пурăнайман, 51 çулта чухне (1999 çулта) пурнăçĕ таталнă. Паянхи кун вĕсен виçĕ хĕрĕ пурăнать. Вĕсем пурте пенсионерсем. Эпĕ 8-мĕш класра вĕренетĕп. Мĕнпур вăрçă ветеранĕсен умĕнче пуçăма таятăп.
Анастасия КУЗНЕЦОВА,
кĕçĕн мăнукĕ.
Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕ.
Читайте нас: