Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 13:00

Кăшăлвирус

Ах! Тĕнче! Тĕнче! Тĕнче! Ак мĕн пулчĕ хальхинче:Пĕтĕм пурнăç йĕп çинче,Мĕнпур çын та килĕнче.

Коронавирус алхасать,
Çынна асап кăтартать,
Никама та хĕрхенмест,
Çыпăçсан хăпма пĕлмест.
Чир аякран илтĕнет,
Аякран яла килет,
Ялтан сан килне «кĕрет»,
Ураран шалт ÿкерет.
Йĕксĕк алли кĕçĕтет,
Ума пÿлме юратать.
Ура айĕнчен тухать,
Ниепле те сирĕлмест.
Йĕплĕ пуç кăшăлĕ пек
Хăйĕн сăн-сăпачĕпе
Илĕртесшĕн йĕрĕнчĕк.
Инкекĕ ун пĕр енчĕк.
Пĕр вирусăн çич кĕтÿ,
Кирлĕ вирлĕ кĕрешÿ.
Пĕр çынран тепĕр çынна
Час сикет пĕр самантра.
Шăтăк курăкпа витĕнĕ,
Усал ĕçĕ витĕнмĕ.
Тĕнче пĕтес пулсан та
Тата виç кун пурăнĕ.
Путсĕре ирĕк парсан
Тĕнче çаврăнса ÿкĕ.
Куç умне сиксе тухсан
Чунра канăçлăх пĕтĕ.
Усал чир-чĕр чечче пек
Чир иртсен те йĕр юлать.
Кăшăллă вирус ерсен,
Хăйне евĕрлĕ авать.
Чирлесси такам та пур,
Ирсĕрĕн сăлтавĕ пур.
Эмелĕн хăвачĕ пур -
Çĕнтермешкĕн вăйĕ пур.
Урапа çине лартса
Кустарса ярас пулать.
Пур пĕтĕм вăйа хурса
Чиртен тасалас пулать.
Мелания НИКИФОРОВА.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.
Читайте нас: