Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 13:35

Легендарлă полуторкăна хута ярĕç

Пишпÿлек районĕнче Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа 1947 çулта туса кăларнă ГАЗ-АА раритет автомобиле юсаса çĕнетĕç.

1930 çултан пуçласа Горький хулинчи автозавод çакăн пек маркăллă 900 пин ытла автомобиль туса кăларнă. Асăннă грузовиксем пирĕн халăха хуласемпе ялсенче социализм юхăмне аталантарма‚ Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç аслă вăрçи вăхăтĕнче пур фронтсенче çĕнтерме‚ унтан юхăннă халăх хуçалăхне ура çине çĕклеме пулăшнă. Халăхра хисеплесе тата юратса ăна «полуторка» тесе ят панă. Çак автомобильсенчен пĕри пирĕн районта паянхи кунччен сыхланса юлнă. Вăл Пелепей енчен килекен çул çинче Пишпÿлеке пырса кĕнĕ çĕрте палăк никĕсĕ çинче вырнаçнă.
-Легендарлă полуторка Пишпÿлеке 1980 çулта килсе лекнĕ. Çав вăхăтра КПСС райкомĕ район центрĕнче иртекен Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 35 çул иртнине халалланă парадра тимĕр утпа усă курма йышăну тунă‚ – тесе паллаштарать çăк турттармалли автомобиль историйĕпе «Бижбулякстрой» ООО ертÿçи Илсур Галимов. Паянхи кун шăпах асăннă предприятинче раритет автомобиле юсаса çĕнетеççĕ. – Тимĕр ут район тата республика çулĕсем тăрăх нумай çÿренĕ. Унăн рульне Мескел (Менеуз-Москва) ялĕнчи Мизбах Имаевич Гимаев фронтовик аллинчен яман. Ветеран Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çакăн пекех полуторкăпа снарядсемпе тупăсем çурăлнă вăхăтра фронтсем тăрăх çÿренĕ. Вăл малти позицисене хĕç-пăшалпа тата çар çыннисемпе тивĕçтернĕ‚ аманнисене медсанбата леçнĕ. Çапла вăрçăн тусанлă та юнлă çулĕпе Берлина çитнĕ‚ ăна çĕнсе илнĕ.
1947 çулта «Юлдуз» колхоз патшалăх планне çÿллĕ шайра пурнăçланăшăн çĕнĕ ГАЗ-АА автомобиле илме тивĕçнĕ. Каярах 1959 çулта мескелсем Мичурин ячĕллĕ колхоз йышне кĕнĕ‚ 1961 çулта «Хушăлка» совхозпа пĕрлешнĕ. Полуторка мĕн пăрахăçличчен çак совхоз балансĕ шутĕнче тăнă.
- Малтан автомобиле районти юсавпа техника предприяти (РТП) çумĕнчи палăк никĕсĕ çинче вырнаçтарнă. Унтан ăна Азат Ахмерович Галимов пуçарулăхĕпе Пелепей енчен Пишпÿлек ялне кĕнĕ çĕре куçарнă. Юрлă-çумăрлă кунсем пулнине‚ сывлăш температури улшăннине пăхмасăр вăл самаях лайăх сыхланса юлнă. Грузовикăн хурçă каркас пайĕсемпе рами чиперех‚ фанер кабинăпа кузова вара юсаса çĕнетмелле. Çак ĕçе эпĕ хамах ертсе пыратăп. Владимир Мироновпа Анатолий Михайлов ăстаçăсем автомобиле çĕнĕ сĕм кĕртес тесе чунтан тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть вĕсем тимĕр ут двигательне тĕпрен юсарĕç. Ăна хускатса пăхрĕç. Юсав хыççăн вăл сехет пекех тикĕс ĕçлет. Двигателĕн электрохатĕрне кăшт улăштарма тÿр килчĕ‚ унăн тăван ултă вольтлă трамблерне тупма май пулмарĕ. Ун вырăнне пĕрешкел (аналогичный) пай лартрăмăр. Çывăх вăхăтра ăстаçăсем кабинăпа виçĕ пусăмлă(трехступенчатый) текен передача коробкине юсаса çĕнетĕç‚ сĕрĕç тата сăрлĕç. Чăрмавсем сиксе тухмасан‚ эпир ĕçсене Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕçлĕпĕр. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнетнĕ полуторка хăйĕн майĕпе юсав мастерскойĕнчен тухĕ.
Сергей ИВАНОВ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: