Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 13:05

Степан Дмитриевич Петров

Степан Дмитриевич Петров (1910-... çç)

Хăй каласа панă тарăх:
- Эпĕ нумай ачаллă (3 ывăл та 5 хĕр) çемьере 1910 çулта çуралнă. Шкула вĕренме Василий Семенов юлташпа кайрăмăр. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чух пирĕн шкула тутар ачисем вĕренме килчĕç. Арçын ачасем хушшинче пĕрре мар тытăçусем пулатчĕç. Эпĕ, атте пек паттăр пулнăскер, тутар ачисене парăнмастăмччĕ. Вĕсем мана курсанах аяккалла таратчĕç. Пĕрре çапла, ÿссе çитĕнсен, юлташпа тавлашса 7 пăт (15 витре) тырă янă хутаççа урам урлă йăтса каçартăм та алăк çине пăрахрăм. Алăк çĕмĕрĕлсе кил картине кĕрсе ÿкрĕ. Хутаç вара алăкран та кĕмест. Вун тăхăр çулта авлантăм, Пишкайăнти Ольга ятлă хĕре качча илтĕм. Ача та çуралнăччĕ, анчах та пĕчĕклех сарăмсăр вилчĕ. Сăпка тĕпне ыраш улăм хунăччĕ, пучах ачан пырне кайса сывлаймасăр вилнĕ.
Вăрçă пуçлансан мана пулеметчика вĕренме ячĕç. Çак ĕçе Çтерлĕ хулинче 45 кун вĕрентĕмĕр. Вара Смоленск енне вăрçа илсе кайрĕç. Великие Луки хула çывăхĕнче шурлăхлă çĕрте, хăмăш хушшипе шăватпăр. Çÿлтен бомбăсем пăрахаççĕ. Нумай çын вилчĕ çак çапăçу хирĕнче. Мана алăран амантрĕç. Икĕ уйăх Калуга хулинчи пульницăра, унтан Саратоври госпитальте сиплентĕм. Çавăн хыççăн 6 уйăха киле ячĕç. Тăван ялта утарта ĕçлерĕм. Ун чух 1942 çул пыратчĕ. Ĕçлеме килнĕ чух пыл хурчĕсен 15 çемйи кăначчĕ, çав çулла 53 вĕллене çитерме пултартăмăр. Пурĕ 29 центнер пыл пухса илтĕмĕр. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче Степан Кирилловпа Прокопий Сергеев, Кузьма Ивановпа Иван Сергеев тата эпĕ Ĕпхÿри çар комиссариатне кайрăмăр. Пире Атăл хĕррине десантника вĕренме илсе кайрĕç. Кашнине салтак тумтирĕ, танка хирĕç ывăтмалли пилĕк граната, автомат пачĕç. Саперсем малтан пыраççĕ, вĕсен хыççăн эпир. Сывлăшра «Катюша» снарячĕсем вĕçеççĕ, эпир чупа-чупа куçатпăр та çĕр çине выртатпăр. Смоленска çитеймерĕмĕр. Степан Кириллова пуçĕнчен хытă амантрĕç. Санитари пакетĕнчи бинтпа пуçне çыхрăм, вăл çитменнипе хамăнне кăларса чĕркерĕм. Юлташа çырана чавса вырттарса хăвартăм. Нумай çын пуç хучĕ çак çапăçура. Икĕ командира амантрĕç, вĕсен вырăнне мана хурас терĕç. Анчах эпĕ те суранлантăм, Быково станцине лекрĕм, Егорьевск хулинче пĕр уйăх çурă сиплентĕм. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче киле таврăнтăм. Ялта икĕ çул бригадир пулса ĕçлерĕм. Хуçалăхра Пелагея Осипова, Мария Соловьева, Федора Иванова, Карташовсен хĕрĕсем тăрăшса ĕçлетчĕç. Вĕсем утă та çулатчĕç, лашасене те пăхатчĕç, ака та тăватчĕç. Пĕтĕм ача-пăча анкартинче тăрăшатчĕ. Çулĕсем çитмен ачасемпе тырă çапаттăмăр. Ачасем шкула кайиччен ĕçсене пĕтересшĕн. Чĕлхесĕр, илтмен Санька Самков ака та тăватчĕ, молотилкăпа та ĕçлетчĕ, тырра Белое Озеро станцине лашапа та леçетчĕ. Çавăн пекех Сергейпе Моисей Карташовсем, Наталья Иванова, Вера Медведева тăрăшуллă ĕçлетчĕç. Ашшĕсем, пиччĕшĕсем вăрçа кайнă пулсан, çав вăхăтра ачасем те фронтшăн чылай тăрăшнă. Каярахпа колхоз утарĕнче 19 çул ĕçлерĕм. Пĕр çул сысна ферминче, виçĕ çул пушар сÿнтерекен пулса.
Вăрçăра чух юлташсемпе пĕр-пĕрне вăрçăран сывă таврăнсан ыттисен çемйисене пулăшма сăмах патăмăр. Хам вăрçăран таврăнсан Степан Кириллов юлташа киле алă çинче йăтса килтĕм те вăрах вăхăт вăрçăра пулни-иртни çинчен калаçса лартăмăр, - каласа панă Степан Дмитриевич.
Степан Дмитриевич Петров çĕнĕ çурт лартнă, ватăлсан та выльăх-чĕрлĕх усраса, пурнăçа майлаштарса пурăннă. Ку ĕçре ăна тăванĕсен ачисем пулăшнă, хавшаса çитсен те вĕсемех пăхнă.
Мария САМКОВА.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.
Читайте нас: