Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 13:20

Тăрăшуллă çыншăн шурлăхĕ те чăрмав мар

Эпир тĕлĕнмелле кутăн-пуçăн тапхăрта пурăнатпăр. Хальхи вăхăтра кĕнеке нумай пулни пĕлÿ шайне ÿстермест, тĕрлĕ гаджетсенче пĕтĕм тĕнче ал лаппи çинчи пек курăнать пулсан та пĕчченлĕхпе тарăхакан çынсен шучĕ хушăнсах пырать. Чиркÿсем нумай пулни тата вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕрен хăпартни Турра ĕненекенсен шутне ÿстермест.

Ачасене ытлашши тимлĕх уйăрни те нумай чухне тÿнтерле килсе тухма пултарать. Çакна ОГЭ ( Пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕ)тата ППЭ (Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ) пĕтĕмлетĕвĕсем те çирĕплетĕççĕ. Ячĕ-сумĕ пирки иккĕленÿ çуратакан çынсем сенкер экран çинчен каймаççĕ. Кăмăлĕсем çирĕпленсе çитмен, пĕве кĕрсе ĕлкĕреймен çамрăксемшĕн шăпах вĕсем чун тыткăçи (кумир) пулса тăраççĕ. Кун евĕр хире-хирĕçле самантсене темĕн чухлĕ тупма пулать. Çавăнпа та манăн ниме пăхмасăр чуна савăнтаракан, шанăç паракан пулăм çинчен каласа парас килет.
Сăмахăм тĕслĕхе илмелли, ыттисем евĕр шухăшламан пуçаруллă çын çинчен пулĕ. Ун пирки эпĕ ăнсăртран социаллă сетьсем урлă пĕлтĕм. Ăна Василий Николаевич Семенов тесе чĕнеççĕ. Вăл – «ЭнежЪ» ял хуçалăх предприяти ертÿçи. Чăваш Республикинчи Куславкка районĕнче ĕçлесе пурăнать. Василий Николаевич - ырă тĕслĕхлĕ çемьеллĕ çын, икĕ çитĕннĕ ывăл ашшĕ. Вĕсенчен пĕри ашшĕпе юнашар тăрăшать.
Социаллă сетьсенче В.Н. Семенов çинчен информаци нумаях мар, анчах кăмăла витерме çакă та çителĕклĕ пулчĕ. Мĕн çырнине вуланă хыççăн вăл питĕ çирĕп кăмăллă, хăй сăмахĕ çине тăракан çын тесе шутласа илтĕм. Йывăр та тăкаклă çĕр ĕçне кашниех тытăнаймасть. Ял хуçалăхĕ экономика енчен вăйлă аталаннă çĕршывсенче те патшалăх пулăшăвĕсĕр мала каяймасть. Эпĕ - тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕн хĕрĕ, ял пурнăçĕ çинчен çын каласа панă тăрăх çеç мар пĕлетĕп. Эпир ун пек çынсене сахал куратпăр. Вĕсем пирки сахал пĕлетпĕр.
В.Н. Семеновпа паллашиччен республикăри пĕр сумлă çын ун пирки мана: «вăл Чăваш Енре пĕрре çеç» тесе пĕлтерчĕ. Ун çинчен документаллă фильм ÿкернĕ, нумай çырнă. Ăна Чăваш Енре çеç мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Апла пулсан, çак çынна реклама кирлĕ мар. Никамшăн та паллă мар пушкăрт чăвашĕпе тĕл пулма хирĕçлеменни вăл чăннипех те сăпайлă çын пулнине çеç çирĕплетрĕ.
Малалла çак тĕлпулу мĕн тĕллевпе иртнине каласа парасшăн. Василий Николаевич хăй ĕçлесе пурăнакан тăрăхрах çуралнă. «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă» теççĕ ун пеккисем çинчен. Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, çемье çавăрнă, хăй вăхăчĕпе ачисем çуралнă. Çак тапхăр шăпах çĕршыв саланнă вăхăтпа тÿр килнĕ. Ун чухне çемьешĕн яваплă нумай арçын малалла мĕнле пурăнмаллине пĕлмен, пурнăçри тĕллевĕсене çухатнă. Кăшт вăйлăраххисем никамшăн та паллă мар, паллă пулсассăн та хальччен кайса, тĕрĕслесе курман çул-йĕр шырама пуçланă. Çав шутра Василий Семенов тата икĕ çамрăк пулнă. Çапла вĕсем колхоз саланнă хыççăн ашшĕ-амăшĕсене панă 12 гектар пай çĕрне акса тыр-пул çитĕнтерме пуçланă. Такамшăн та паллă ĕнтĕ: лайăх тухăç çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен çеç мар, çут çанталăк условийĕсенчен те, вăрлăх пахалăхĕнчен те, техникăран та, тара тытнă ĕçченсенчен те килет. Çамрăк çынсемшĕн хăш-пĕр çул тухăçлă пулнă, хăш-пĕр çул - тăкаклă. Вăхăт иртнĕçемĕн çывăхри шурлăхсене типĕтсе çĕр лаптăкне тата та анлăлатнă. Пурĕ 40 гектар çĕр типĕтнĕ. Ку вăл - йăнăшсемпе тĕрĕслевсем витĕр иртнĕ питĕ йывăр ĕç пулнă. Паянхи кун «ЭнежЪ» ял хуçалăх предприятийĕн 700 гектар çĕр. Вĕсем Энĕш юхан шыв йăлăмĕнче (пойма) тата тайлăмĕнче (склон) вырнаçнă. Вăхăт иртнĕçемĕн Василий Николаевичăн икĕ юлташĕ ĕç сферине улăштарма шутланă. Малалла хăй çине шанмалли çеç тăрса юлнă. Патшалăх пулăшу пани питĕ вăйлă тĕрев панă. Анчах ун пек пулăмсем сайра хутра çеç тĕл пулаççĕ. Ун çине ытлашши шанма юрамасть.
Паянхи кун «ЭнежЪ» ял хуçалăх предприятийĕ çĕр улми, купăста, хăярпа помидор, çĕр çырли лартса ÿстерет, тĕш тырă туса илет, чечек тата пахча çимĕç калчи ÿстерет. Пур пек продукцие упрамалли ятарлă складсем, çавăн пекех ют тата хамăр çĕршывра туса кăларнă техника пур. Нумаях пулмасть хуçалăх пысăк хăватлă çĕнĕ трактор туяннă. Çуллахи вăхăтра предприяти юнашар ялсенче пурăнакансене 135 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Вĕсене ĕçе турттарассине те йĕркеленĕ. Хĕллехи вăхăтра кунта çĕр çын таран вăй хурать. Вĕсем пахча çимĕçе ĕçе кĕртеççĕ: тăварлаççĕ, йÿçĕтеççĕ. Çакна пурне те консервантсемсĕр, пичĕкере, авалхи технологие пăхăнса хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕ курăк, çулçă, тăвар яраççĕ. Кашни кун, ирсерен «Энежре» ĕçлекен хĕрарăмсем салатсем касаççĕ, кăнтăрла хыççăн апат-çимĕçе Чăваш Енри тата Тутарстанри суту-илÿ точкисене çитереççĕ. Пысăк пахалăхлă, тутлă пахча çимĕçрен тунăскерсем пурин кăмăлне те каяççĕ.
Ман шутпа, «ЭнежЪ» ял хуçалăх предприятийĕ – патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ хуçалăхсенчен пĕри. Çак пулăшу патшалăха каялла тавăрнă пулĕччĕ. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулсассăн пысăк опытлă та мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем ял хуçалăх ĕçне республика, патшалăх шайĕнче аталантарĕччĕç. В.Н. Семенов паянхи кун çинчен çеç мар, малашлăх çинчен те шухăшлать. Вăл хăй пуçарăвĕпе тата укçи-тенкипе 7-8 класс ачисем валли Пĕрремĕш хресчен олимпиадине йĕркеленĕ. Çавăн пекех вăл тава тивĕçлĕ ентешĕсем çинчен хатĕрленĕ кĕнекесене кăларма пулăшать. Кăмăл-тĕлĕш енчен сывлăхлă ăру çитĕнтерни – пирĕн сывлăхлă малашлăх пулнине пысăк опытлă çĕр ĕçченĕ питĕ лайăх ăнланать.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург – Чăваш Ен.
Читайте нас: