- Сергей пичче, ывăннине пăхмасăр тăрăшатăн? Кунĕн-çĕрĕн ĕçлетĕн. Турă пулăштăр сана, - тесе иртсе каяççĕ.
Хам кăна пĕччен, васкамасăр ĕçлетĕп, ĕшенсен кăшт сывлăш çавăрса илетĕп. Халĕ те канса илеп тесе ларнăччĕ кăна, пăхап урампа Анаткас енчен хуллен утса, хитре хĕр пырать. Кĕрен пурçăн кĕпе тăхăннă. Кĕпи кĕске, чĕркуççинчен те çÿлĕрех. Çăра хура çÿçне аллипе хыçалалла пуçтарса янă. Хĕвелпе хуралса пиçнĕ урисем илемлĕ. Вĕсем куçа илĕртеççĕ, хăйсем çине пăхма хистеççĕ. Акă, вăл ман хапха патне килсе çитрĕ. Ман енелле пăха-пăха, кĕпер урлă каçрĕ те Çÿлтикас урамне улăхса кайрĕ. Кăнтăрларан вара ĕçлеме тухсан, хама питĕ тунсăх пулнине ăнланса, çак хĕр тепĕр хут килессе кĕтрĕм. Çук, кĕтсе илеймерĕм. Тепĕр кунхине те ирех ĕçе кÿлентĕм. Кунĕпе ĕçлерĕм,вăхăт-вăхăтпа урамалла та пăхкалатăп. Каç еннелле сулăнсан кăна çÿлти урамран ĕнерхи хĕрача аннине куртăм. Илемлĕ урисене вылята-вылята кÿлĕ еннелле утать. Эх, мĕнле аван, çамрăк хĕр урампа пынине сăнама.
Çулăн тепĕр енче, çырмари пĕвере, хур чĕпписем ишсе çÿреççĕ. Выçăха пуçласан шывран тухса, çул хĕрринчи ем-ешĕл курăка чĕпĕтеççĕ. Чипер хĕр вĕсемпе танлашсан, хур чĕпписем ăна çавăрса илчĕç. Лешĕ хăваласа та пăхать, анчах та пĕчĕк чунсем хыçĕнчен юлмаççĕ.
Анаткас урамĕпе тепĕр хĕр пырать, сарă çÿçлĕскер Вăл хур чĕпписем патĕнчи хĕр патне килсе çитсен ăна ыталаса илчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе пуплеме пуçларĕç. Çак самантпа усă курса эпĕ час кăна мунча тăрринчен сиксе антăм та пÿрте чупса кĕрсе, витресем илсе шыва кайса килес терĕм. Палламан чиперккене çывăхранах курас килчĕ.
Хĕрсем патĕнчен иртсе пыратăп. Палламан хĕр сăмах хускатрĕ:
- Хамăр яла таврăнсан та ман хыçран хур чĕпписем ерсе çÿреççĕ. Сирĕн ялта та хур чĕпписем хыçран чупаç. Ман телейĕм çапла-шим? Яла килни тăваттăмĕш кун ĕнтĕ, анчах пĕр каччă та хыçран килмест, - тет ман еннеле ăшшăн пăхса кулнă май.
Тепĕр кунхине мунча тăррине витсе хутăм. Халĕ канма та юрать. Каçалапа кĕтÿ таврăннă хыççăн урама тухрăм. Ăшă çил вĕрет. Хĕвел пайăркисем выляççĕ. Çапла питĕ ырă та кăмăллă çулла. Хавхаланупа туса пĕтернĕ ĕç пысăк савăнăç парнелет, çĕнĕ вăй-хăват парать татах та ĕçлеме хистет.
Пуçри çакăн пек шухăшсемпе киленсе урамра тăраттăмччĕ. Пăхатăп пуш урампа сумка çакнă икĕ хĕр ман енелле утаççĕ. Пĕри кĕрен кĕпе тăхăнни, ман пата килсе çитрĕ те:
- Пичче, сан пата кĕрсе кайма юрать-и? – терĕ.
- Килĕр, килĕр, - терĕм лешсене.
- Эпĕ Иван пиччен аслă хĕрĕ пулатăп. Çумри - аннен аппăшĕн хĕрĕ. Эпир хулара пурăнатпăр. Ыран çула тухасшăн. Яла килсен санăн хитре çуртна пăхса çаврăнаттăмăр. Сăрласа илемлетсе тунă кил-çурту, ял урамне матурлатса тăрать, - тет сарă çÿçли.
- Сана ырă кăмăлтан тунă ĕçÿсемшĕн тав тăвас тетпĕр. Малашне те ĕçÿсем ăнса пыччăр, - тесе малтан сарă хĕрĕ питрен виçĕ хутчен чуптăва-чуптăва илчĕ. Ун хыççăн хура çÿçли мăйран икĕ аллипех çакăнчĕ те вĕри тутисемпе питрен чуптума пуçларĕ. Эпĕ телей ăшне путрăм. Манăн вĕçес килчĕ, юратас килчĕ, пурăнас килчĕ.
Çав самантра вăранса кайрăм. Васпати! Эпĕ тĕлĕк курса выртатăп иккен.