Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 12:40

Çуркунне

Иртсе кайрĕç хĕл кунĕсем,Килсе çитрĕ çуркунне.Хăй килнине систерчĕ:Аслатипе кĕрлерĕ.

Сивĕ юрĕ ирĕлет,
Шывĕ шавласа юхать.
Улăхсенче сарăлса
Тинĕс евĕр туйăнать.
Хĕвел мăнаçлăн пăхать,
Çут çанталăк вăранать.
Сарă чечек пуç таять,
Хăй тумĕпе мухтанать.
Вĕçсе килчĕç кайăксем –
Çепĕç саслă юрăçсем,
Шик! Шăхăрчĕ шăнкăрчĕ,
Мăшăрне вăл йыхăрчĕ.
Ăшă çумăр пĕрĕхет,
Тĕнчене илем кÿрет!
Çут çанталăк савăнать,
Таса туйăм çуратать!
Хурт-кăпшанкă вăранса
Çунатне сарса ярать.
Çут хĕвелĕ ачашлать,
Ăшă çилĕ çупăрлать –
Пурнăç малалла шăвать.
Людмила ОВЧИННИКОВА.
Пелепей районĕ,
Алексеевка ялĕ.
Читайте нас: