Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 12:45

Вулакан леди

Кам вăл леди? Çын çинче хăйне хăй тытма пĕлекен, вĕреннĕ тата нумай вулакан... Чăвашла вĕсене пикесем теме те юрать пулĕ. Шăпах çавăн пек пикесем (5-7 класс вĕренекенĕсем) хутшăнчĕç те «Вулакан леди – 2020» канупа пĕлÿ конкурсне.

Шкул библиотекарĕ Алена Ефимова кашни вĕренекенпех вĕсен кăмăлĕсене, сăн-сăпачĕсене уçса паракан сăвă йĕркисем урлă паллаштарчĕ. Хĕр ачасем уява литература сăнарĕсем пулса килнĕ: Мальвина, Пеппи длинный Чулок, Мери Поппинс, Василиса Премудрая, Принцесса, Тухатмăш карчăкки, Золушка, Пĕчĕк вăрă-хурах. Çак асамлă сăнарсене хатĕрлеме хăшĕсене амăшĕсем пулăшнă, хăшĕсем хăйсемех шухăшласа кăларнă. Чи курнăçуллисен шутĕнче Пĕчĕк вăрă-хурах, Василиса Премудрая, Мальвина тата Тухатмăш карчăкки пулчĕç. «Кĕнеке тата эпĕ - уйрăлми туссем» паллашу конкурсĕнче хĕр ачасем хăйсен юратнă кĕнекисемпе çыравçăсем çинчен каласа пачĕç. «Хускану» конкурсра кашниех хăйсен тавçăрулăхне тата кĕнеке нумай вуланине кăтартрĕç. Иккĕмĕш тапхăрта А.Гурьянова тата В.Маркова палăрчĕç. «Кĕвве пĕл» конкурс - чи йывăррри, çав вăхăтрах чи интересли пулчĕ. Ăмăртакансен юмахсенчи тата литература произведенийĕсенчи сăнарсен - Илья Муромец, Алиса тилĕпе Базилио кушак аçи, Хĕрлĕ калпак, Мери Поппинс, Карлсон - юррисене пĕлмелле пулчĕ. Шел пулин те, ăна пурте пурнăçлаймарĕç.
Тепĕр тĕрĕслев паллă писателсемпе поэтсен (К. Паустовский, Г. Андерсен, С. Есенин, В. Маяковский) портречĕсене пĕлессипе çыхăннă. Вĕсен портречĕсене сайра хутра çеç курнă пулсан та ăмăртакансем лартнă тĕллеве пурнăçларĕç. Куракансем те айккинче тăрса юлмарĕç.Вĕсен хатĕрленмесĕрех юмах çырмалла пулчĕ. Нумай чухне куракансем сцена çинче пулса иртнине ахаль çеç пăхса лараççĕ. Çавна шута илсе мероприяти ертÿçи Елена Семенова (çак йĕркесен авторĕ - ред.) вĕсем валли те ĕç хатĕрленĕ. Куракансен пĕрремĕш юмахĕ принц, принцесса, вилĕмсĕр Кощей тата лаша çинчен пулчĕ. А. Семенов (принц), Р. Дмитриев (Кощей) хăйсен ролĕсене уйрăмах пултаруллă та ĕненмелле вылярĕç. Кашкăрпа Хĕрлĕ калпака халалланă юмахра В.Тимофеев (Хĕрлĕ калпак) тата К. Гурьянова (кашкăр) хăйсене çÿллĕ шайра кăтартрĕç. Çамрăк артисем ролĕсене чун-чĕре витĕр кăларса вылянăран залра ларакансем те, конкурсантсем те куççулĕсем тухиччен кулчĕç.
«Литературăпа çыхăннă япаласем» конкурс юмахсенчи тĕрлĕ япаласене пĕлнине тата конкурсантсен эрудицине кăтартса пачĕ. «Актер пултарулăхĕ» конкурсра хĕр ачасем хăйсен юратнă сăввисене (А. Барто, Ф. Тютчев, С. Михалков) вуларĕç. Çак ăмăртура Валерия Маркована çитекенни пулмарĕ. Вăл Агния Бартон «Болтунья» сăввине вуласа чăн-чăн пакăлти сăнарне уçса пачĕ.
Акă, пĕтĕмлетÿ тума та вăхăт çитрĕ. «Вулакан леди - 2020» конкурс çĕнтерÿçи 7 класра вĕренекен Валерия Маркова пулса тăчĕ. Ыттисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç, тĕрлĕ номинацире парнесем илме Алена Гурьянова («Пуçаруллă пике»), Наташа Семенова («Тыткăнлакан пике»), Яна Могузева («Хавхалантаракан пике»), Венера Васильева («Çухалса кайман пике»), Варвара Павлова («Ăслă пике»), Софья Петрова («Хаваслă пике»), Рената Ахметзянова («Илĕртÿллĕ пике») тивĕçрĕç.
Тĕрлĕ конкурссем пулни, куракансем пăшăрханса та хавхаланса калаçни, ăмăртакансемпе артистсен тумĕсем, кĕнеке куравĕ - пурте литературăпа юмах тĕнчине тарăнрах хак пама пулăшрĕç.
Кам нумай вулать - çав нумайрах пĕлет. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать. Конкурса хутшăнакансем вара кашни хĕр ача ырă кăмăллă, çепĕç те илемлĕ çеç мар, ăслă, нумай вулакан пулмалла. Мĕншĕн тесен илемлĕ хĕр ача çине пăхма, ăслипе калаçма кăмăллă.
Елена СЕМЕНОВА,
Хушăлка шкулĕн вĕрентекенĕ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: