Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 12:55

XXI ĕмĕр мурĕ канăç памасть

Çак чир пĕтĕм тĕнчене сарăлчĕ. Мĕнле чир вăл? Мĕншĕн питĕ час сарăлать?

Мĕнпур пăтăрмахăн сăлтавĕ - вирусра. Унăн виçи 400-500 нанометр. Апчху тусан, ÿсĕрсен вирус 1,5-2 метра çити вĕçет, юнашар тăракан çын çине ÿкет. Алă тытса паллашсан вăл алăра юлать. Алăран алăк хăлăпĕсем çине куçать, тимĕр таврашĕ çинче нумайрах пурăнать. Чирлĕ çынпа пĕрле вăрах пулсан, чир ернĕ çыннăн инкубаци вăхăтĕнче алă парса паллашсан, алăпа пите-куçа тивсен, çак чир ерет.
Чир мĕнле аталанать?
2-14 кун иртсен çыннăн вăй пĕте пуçлать; карланкă, çăвар типет; типĕ ÿслĕк пуçланать; температура хăпарать; сывланă чухне сывлăш çитмест; кăкăр хытса ларнă туйăм сисĕнет.
Чир ан сарăлтăр тесен пирĕн мĕн тумалла?
Алăсем таса пулмалла, яланах супăньпе лайăх çуса тăрăр; дезинфекци тăвăр; пите-куçа алăпа ан сăтăрăр; маска, резина перчатка тăхăнăр; самоизоляции çинчен манса ан кайăр; килтен сăлтавсăр ан тухăр; аптекăна, лавккана тухсан черетре тăнă чух, пĕр-пĕринчен 1,5-2 метр хушă хăварăр.
Сывлăх çирĕп пултăр тесен ăшă шыв, вĕри чей ĕçĕр. Вирус пысăк температура юратмасть. Талăкне 1,5-2 литр шыв ĕçес пулать. Чей курăкĕ (иван чай, шур курăк, метрÿшке), лимон, имбирь, пыл питĕ аван. Пыла чей çине ярса ĕçмеççĕ - сиплĕхне çухатать. Ăна чĕлхе çине хурас пулать.
Çăвара, сăмсана час-час тăварлă шывпа (физ.раствор: 10 стакан шыв çине 1 чей кашăкĕ тăвар ярас пулать). Кунне 3-4 хут чÿхесен усси пулатех.
Вера ГАВРИЛОВА,
аслă категориллĕ врач-терапевт,
Ĕпхÿри чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн членĕ.
Читайте нас: