Пур хыпар та
Общие статьи
29 Апрелӗн 2020, 14:05

Ыттисене те пулăшма ĕлкĕреççĕ

Пелепей районĕнчи К.Иванов ячĕллĕ ял хуçалăх кооператив ĕçченĕсем унчченхи режимпах, анчах Роспотребнадзорăн пур сĕнĕвĕсене те пăхăнса (маскăсем тăхăнасси, дистанци, час-часах алă çăвасси çинчен манса каймаççĕ) ĕçлеççĕ.

- Эпир хуçалăхран тухса-кĕрсе çÿрессине хытартăмăр. Пелепейри сĕтпе çу комбинатне куллен сĕт леçме тата техника юсамалли запас пайсем туянма çеç каятпăр, - паллаштарать пире хуçалăх ертÿçи Сергей Афанасьев кăшăлвирус эпидемийĕпе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ май. - Васкав ĕç пулмасан ĕçченсене предприяти кантурне те кĕме хушмастпăр.
Ытларах элитăллă
вăрлăхсем туянаççĕ
Асăннă хуçалăхра элита шутланакан çурхи культурăсен вăрлăхĕсене туса илсе вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Кăçал 200 тонна элита шутне кĕрекен çурхи тулă, 17 тонна ыраш вăрлăхĕ сутнă. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсене вăрлăхсене пасар хакĕпе мар, йÿнерех хакпа туянма май туса панă.
- Иртнĕ çул республикăра ятарлă программа вăя кĕчĕ. Енчен те эпир элитăллă вăрлăхсем туянатпăр пулсан, тăкакăн пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Ĕлĕкрех аграрисем хăйсен хуçалăхĕнче туса илнĕ вăрлăхсене акнă. Халĕ вара пысăк тухăç паракан вăрлăхсем туянни тупăшлăрах шутланать, - тет малалла Сергей Владимирович.
Ĕçе комплекслă тума палăртаççĕ
Ытти çулхипе танлаштарсан слакпуçсем кăçал та çурхи ĕçсене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хуçалăхра тĕш тырăсене акас технологие тĕпĕ-йĕрĕпе улăштарасшăн. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме кооператив комплекслă ял хуçалăх техники туяннă. Вăл çур аки вăхăтĕнче алă ĕçне сахаллатма май парать. Çуракине çĕнĕ хушма техникăпа - хăватлă тракторпа, икĕ акмалли комплекспа, хăй тĕллĕн çÿрекен сапмалли-сапаламалли хатĕрпе, вăрлăх тиемелли агрегатпа тата ытти кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе - тивĕçтерĕç. Акмалли комплекссене Константин Иванов, Алексей Жилкин чи пултаруллă механизаторсене шанса панă. Техникăн пĕр пайне хуçалăх укçи-тенкипе, тепĕр пайне кредит мелĕпе туяннă. Çавăн пекех кăçал сĕт турттармалли автомобиль туянма та пултарнă.
- Ялта ĕçлекенсем çукки тыр-пул туса илмелли, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли технологисене çĕнетме хистет. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул выльăх-чĕрлĕхе апат парассине механизацилес тĕллевпе выльăх апачĕ салатмалли тата тиемелли агрегатсем туянтăмăр, хытă сийлĕ силос шăтăкĕ турăмăр. Кăçал тата тепре тума палăртатпăр, - ĕç планĕсене уçăмлатать хуçалăх ертÿçи.
Çамрăк выльăх –
шанчăклă алăсенче
Панхи кун тĕлне Слакпуçĕнчи сĕтпе çу ферминче 840 пуç шултра мăйракаллă выльăх, çав шутра 300 сăвăнакан ĕне. Чи пысăк сăвăм кăтартăвĕсем Нина Азанова ушкăнĕнче. Ял хуçалăх предприятийĕ, бестужев ăратлă шултра мăйракаллă выльăх ĕрчетнĕ май, ăратлă çамрăк выльăх та сутать.
- Ăнăçлă хĕл каçрăмăр. Ĕнесен ытларах пайĕ пăруланă ĕнтĕ. Çамрăк выльăха ырă-сывă çитĕнтерес тесе Сергей Советниковпа унăн мăшăрĕ Зульфия Каюмова ырми-канми тăрăшаççĕ. Сĕтеклĕ тата хытă апат запасĕсем çăва тухмалăх пур. Хуçалăха тĕрлĕ хутăшсемпе пуянлатнă апатпа та кирлĕ чухлĕ тивĕçтернĕ. Сутмалăх та пур, - палăртать Сергей Владимирович.
Кĕтÿ кĕтмелли сезон çывхарать. Кунта выльăхсене çуллахи лагере куçарма та тахçан малтан хатĕрленеççĕ. Тул картасене йĕркене кĕртеççĕ, технологи хатĕр-хĕтĕрĕсене юсаççĕ. Курăксем ÿссе уй-хирсем тĕрлĕ тĕспе витĕннĕ тĕле самоизоляци вăхăчĕ вĕçленессе шанас килет.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.
Редакцирен. Çак материала çырса пĕтернĕ хыççăн татах та улшăнусем пур пуль тесе хуçалăх ертÿçипе С.В. Афанасьевпа тепĕр хут çыхăнтăмăр. Сергей Владимирович пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксене тата кĕрхи тырăсене удобренипе апатлантарас ĕç пырать. Ăна «Луноход» техникăпа яваплă та тăрăшуллă Алексей Жилкин механизатор (сăн ÿкерчĕкре) пурнăçа кĕртет. Паян кун тĕлне вăл 409 гектар лаптăк çĕре удобренипе пуянлатнă. Çав шутра: нумай çул ÿсекен курăксем – 167 га, кĕрхи тырăсем – 242 га. Виталий Васильев удобрение тиесе тата турттарса тăрать.
Алексей Михайлов, Валерий Максимов, Владимир Ермолаев, Андрей Шеметов, Владимир Иванов тăпрари нÿре сыхласа хăварас ĕçе пурнăçлаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем 320 гектар çĕре сÿреленĕ. Сÿрелемелли лаптăк пĕтĕмĕшле 2 пин гектар йышăнать.
Механизаторсен пĕр пайĕ трактор паркĕнче. Вĕсем акмалли агрегатсене хатĕрлеççĕ. Çĕр ăшăнсассăнах (хуçалăх ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăр хурăн çулçă кăларнă вăхăтпа тÿр килет) хурçă утсемпе вĕсен хуçисем акана тухĕç. Кăçалхи çул хуçалăхра 1700 гектар çурхи тулă (ăна кăçал ытларах акасшăн), урпа, пăрçа, сĕлĕ, кукуруза акма палăртнă. Кукурузăн пĕр пайне (106 гектар) кăçал пуçласа фураж валли ярасшăн. Тĕпĕр пайне (50 гектар) - сенаж тата силос тунă çĕре.
Читайте нас: