Манăн атте Александр Кириллович Петров 1915 çулхи декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта 5 класс вĕренсе пĕтернĕ. Колхоз йĕркелесен кладовщик пулса ĕçлеме тытăннă. 1936 çултан атте хĕрлĕармеец пулса салтак службинче виçĕ çул тăнă. Вĕсем виççĕн пурăннă: ашшĕ, аппăшĕ тата вăл. Икĕ пиччĕшĕ кашни хăй çемйипе уйрăм пурăннă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан фронта кайнă. Хĕрлĕармеец кĕнеки халĕ те упранать. Ефрейтор званипе 66-мĕш стрелоксен запас полкĕнче çапăçнă. Вăрçăра сылтăм алăран аманнă, пÿрнисем ĕçлемен. Каярах ураран аманнă пирки 1942 çулта декабрь уйăхĕнче демобилизаци хыççăн килне таврăннă. Мирлĕ пурнăçра колхозра кладовщик, конюх, пахчаçă, пушар сÿнтерекен пулса ĕçленĕ. Атте 1962 çулхи январь уйăхĕнче вилчĕ.
Аттепе анне 8 ача çуратса ÿстернĕ. Атте вилнĕ чух пĕчĕкки, Вера, 5 çулта çеç пулнă. Икĕ аппа качча тухнăччĕ. Анне 6 ачапа тăрса юлчĕ. Пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиенчĕ. Эпир, ачасем, яланах ăна пулăшма тăрăшаттăмăр. Анне пире пурне те вĕрентсе кăларма вăй-хал çитерчĕ. Çемье çавăрма пехиллерĕ, вăйĕ çитнĕ таран пулăшрĕ. Анне стройкăра вăрах ĕçлерĕ. Вăл чул хума питĕ ăстаччĕ. Строительсем хăйсем карьертан чул кăларса фермăсем, лаша вити, тырă склачĕ туса лартрĕç.
Паянхи кун аттепе аннен 22 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем те пур. Аттепе аннене ял çыннисем яланах ырăпа асăнаççĕ. Эпир те вĕсене юратса асра тытатпăр.