Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 12:45

Алексей Иванович Мастеров

Алексей Иванович Мастеров (1920 – 1943 çç)

Алексей Иванович Мастеров Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче 1920 çулта сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш. Вăл 1938 çулта Пелепей хулинчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. 1939 çулхи сентябрь уйăхĕнче Суккул тата кÿршĕ ялсенчи салтаксен пысăк ушкăнне Инçет Хĕвелтухăçне служба иртме чĕнсе илнĕ. Вĕсен шутĕнче Алексей Мастеров та пулнă. Хĕсметре вăл Хабаровск хулинчи çар пехотин училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна 1942 çулхи март уйăхĕнче пĕтернĕ, лейтенант звани илнĕ.
Çар ăсталăхне алла илнĕ 22 çулхи каччă 422-мĕш стрелоксен дивизийĕн 1326-мĕш стрелоксен полкĕнче çапăçнă. Июль уйăхĕнче 422-мĕш дивизине Хĕвеланăç енне‚ Сталинград хули çывăхне, куçарнă. Хула çывăхĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче Алексей пичче аманнă. Суранне сипленĕ хыççăн чăваш каччи Мускав çывăхĕнчи 68-мĕш арми штабĕн çыхăну офицерĕ пулса тăнă.
Паттăр салтак яланах хăйне малти позицине яма ыйтнă. Аслисем вăл ыйтнине пурнăçланă. Ăна пулемет ротин командирĕ пулма шаннă. Малашне Суккул каччи аслă лейтенант званипе 192-мĕш стрелоксен дивизин 753-мĕш стрелоксен полкĕн йышĕнче хастар çапăçнă. Малти позицинче чухне аслă лейтенант сылтăм хулпуççи сыппине хытă амантнă. Суранĕ йывăр пулнипе ăна эвакуаци госпитальне (СЭГ) ăсатнă. Алексей Иванович 1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче госпитальне куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Çирĕм виçĕ çулхи чăваш каччине Смоленск облаçĕнчи Митьково ялĕнче тăванлăх масарĕнче пытарнă.
Василий ПЕТРОВ тăванĕ.
Октябрьский хули.
Читайте нас: