Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Майӑн 2020, 12:55

Асра тытатпăр

Хăш çемьене, яла та хуланаТерт кăтартман çав юлнă çуй вут-шарĕ.Пин те тăватçĕр вун сакăр куна Татти-сыпписĕр тăсăлнă пушарĕ.Эпир асра тытатпăр вĕсене -Вут витĕр тухнă хĕрлĕ кунсене.

Çĕр çуннă, ирĕлнĕ кирпĕч те танк -
Пире тăшман вĕт тĕп тумашкăн килнĕ.
Миллионшар ахаль çын та салтак
Кĕрешнĕ, парăнман, çĕнтернĕ, вилнĕ.
Эпир асра тытатпăр вĕсене -
Чуралăха аркатакансене.
Сахал халь юлнă ватă салтаксем.
Çĕре çити таяр пуç пархатарлă.
Çав вăрçăн тĕп историйĕ вĕсем -
Пире малаш та Çĕнтерÿ хăварнă.
Эсир, хăватлă паттăрсем, асра -
Пĕрле утатпăр Вилĕмсĕр полкра.
Василий АНТОНОВ.
Иглин районĕ.
Читайте нас: