Вăрçа кайнисен хушшинче Кармаскалă районĕнчи Йăмран (Николаевка) ялĕнчен те çителĕклех пулнă. Халăх асĕнче хĕç-пăшал тытса малти вырăнта Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ çынсен ячĕсем упранаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тăван кĕтесне таврăнас куна кĕтсе илеймен, паттăрла вилĕмпе çапăçу хирĕнче вилнĕ.
Вилнисен списокне тĕпченĕ май «Подвиг народа в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» кĕнекепе, «Мемориал», «Память народа» сайтри даннăйсене пĕтĕмлетнĕ банкпа усă курса вăрçăра пуç хунă салтаксен списокне, ăçта çапăçнине, мĕнле вилнине çыртăм. Сведенисене Совет Союзне кĕнĕ республикăсемпе облаçсем çине пайласа алфавит йĕркипе турăм. Списоксем хушшинче аннен пиччĕшне, Иван Семенович Семенов куккана, тупрăм. Вăл вăрçăра вилни çинчен мана Наталья Дмитриевна Дмитриева кукамай каласа панине астăватăп. Анчах тĕплĕн мĕн пулса иртнине вăл хăй те пĕлмен. Вилни çинчен хыпар çеç килнĕ. Кукамайăн çемйинче 11 ача пулнă. Пĕртăвансенчен анне çеç сывă юлнă.
«Мемориал» даннăйсене пĕтĕмлетнĕ банк пулăшăвĕпе кукка Калинин (халĕ Тверь) облаçне хÿтĕленĕ чух паттăрла вилĕмпе вилнине пĕлтĕм. «Семенов Иван Семенович, 1924 года рождения, г. Уфа, БАССР, красноармеец, 02.12.1942 года призван Сталинским РВК, г.Уфа, последнее место службы: штаб 33 Холмской СД, красноармеец, стрелок, беспартийный, убит 09.03.1944 года, похоронен: д. Шестово, Новоржевский район, Калининская (ныне Псковская) область, мать Дмитриева Анастасия (Наталья) Матвеевна, проживала г. Уфа, Сталинский район, Южный поселок, барак 18, комната 26. Начальник штаба дивизии гварди полковник Шнайдерман».
Иван Семенович 1943 çулхи февраль уйăхĕнчех суранланнă. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Совет Çарĕ кунĕ умĕн ăна «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Кукка ун чухне 20 çулта пулнă. «Наградной лист. Семенов Иван Семенович, красноармеец, стрелок 2-ой лыжной роты отдельного лыжного батальона 33 стрелковой дивизии представляется к награде медаль «За отвагу». 1924 года рождения, чуваш, беспартийный, в Отечественной войне с декабря 1942 года, ранен 25.02.1943 года».
Унăн паттăрлăхĕ çинчен кĕскен çырни те пур. «1944 çулхи февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Среднее ялшăн çапăçнă чух Семенов Иван Семенович паттăрлăхпа тавçăрулăх кăтартнă. Яла пĕрремĕшсен шутĕнче пырса кĕнĕ май фашистсен ушкăнĕпе тĕл пулнă. Семенов юлташ çухалса кайман, куçа-куçăн тăрса 7 нимĕçе персе вĕлернĕ тата тăшман блиндажне гранатăпа сирпĕтнĕ. Семенов юлташ «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 22-мĕшĕ. Йĕлтĕрçĕсен уйрăм батальонĕн командирĕ Бабарыкин майор».
«Йĕлтĕрçĕсен уйрăм батальонĕсем хĕлле 1941-1942, 1942-1943 тата 1943-1944 çулсенче йĕркеленнĕ. Вĕсем Хĕрлĕ Çарăн элити шутланнă. Кунта çамрăк, сывлăхĕпе çирĕп, мораль тĕлĕшĕнчен чăтăмлă каччăсене суйласа илнĕ. Суйлав десант çарне илнĕ шайра иртнĕ. Батальонсене йĕлтĕрçĕ-спортсменсене, комсомолецсене, шанчăклă çынсене йышăннă. Чылай чух йĕлтĕрçĕсем пулăшнипе çеç çапăçу пирĕншĕн çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Асăннă батальонсем йĕлтĕрпе ăста чупакан опытлă та чăтăмлă салтаксенчен тăнă, дивизин хăватлă вăйĕ шутланнă. Вĕсемпе тĕрĕс усă курнă чух йĕлтĕрçĕсем хĕллехи компанин тапăну операцийĕсенче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă», - тесе çырать Владислав Петров тĕпчевçĕ.
1944 çулхи март уйăхĕн 9-мĕшĕнче 33-мĕш Холмской стрелоксен дивизин 164-мĕшпе 82-мĕш стрелок полкĕсем тата майор Бабарыкин ертсе пыракан уйрăм йĕлтĕрçĕсен батальонĕ пĕрле наступлени пуçланă. Шестово, Семенкино, Козловка ялĕсен çывăхĕнче йывăр çапăçусем пынă. Кун вĕçленнĕ çĕре тăшманăн оборонине татнă, ялсене ирĕке кăларнă. Çĕрле тата тепĕр кунхине хĕрÿ çапăçусем иртнĕ, 9 пехотăпа танк атакине сирсе янă. Малалла наступлени илсе пыма совет çарĕсен вăй та хĕç-пăшал хатĕрĕсем те юлман.
Çапăçури ĕçсен журналне тĕпченĕ май 1944 çулхи март уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче çакă паллă. Çапăçăва ăнăçлăрах ирттерес тĕллевпе йĕлтĕрçĕсен уйрăм батальонĕ 12.00 сехетре 164-мĕш стелоксен полкĕпе пĕрлешес тесе Шестово ялĕ урлă наступление кайнă. Вĕсем ятсăр сăрт çинче хăйсен позицийĕсене çирĕплетме тĕллев лартнă. Мĕнле те пулин тăшмана кăнтăр енне чакма май парасшăн пулман.
1944 çулхи март уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенчи çапăçусенче дивизи 244 çынна ĕмĕрлĕхех çухатнă, 659 çын суранланнă. Вилнисен шутĕнче манăн кукка та, Иван Семенович Семенов, пулнă. Новоржево хулинчи йĕтĕн завочĕ çывăхĕнче, тăванла çар масарĕнче 1636 çар çыннине пытарнă. Вĕсен ячĕсем паллă.
Псков облаçĕн çар комиссаритне ыйтса çыру янăччĕ. Хуравĕ çапла пулчĕ. «Хисеплĕ Вера Тарасовна! 1924 çулта çуралнă, 1944 çулхи март уйăхĕн 9-мĕшĕнче вилнĕ Семенов Иван Семеновичăн ятне Псков облаçĕн Новоржев районĕнчи мемориал масарĕ çинче пытарнисен списокне кĕртнĕ. Тата хушса çакна пĕлтеретĕп, Псков облаçĕн Çар комиссариачĕн уйрăмĕ Новоржев хулин администраци пуçлăхĕнчен Семенов И.С. ятне мемориалти асăну плити çине çырма ыйтнă.Сире хисеплесе Псков облаçĕн Бежаниц, Новоржев, Локнянск, Пушкиногорск районĕсен çар комиссариачĕн пуçлăхĕ С. Н. Хабаров».
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунисене асра тытасси - пирĕн тивĕç. Çитмĕл пилĕк çул иртнĕ пулсан та!
Вера НИКОНОРОВА, таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕ. Кармаскалă районĕ. Йăмран ялĕ.