Григорий Николаевич 1918 çулхи апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче çуралнă. Шкулта 5 класс пĕтерсен колхозра бригадир пулса ĕçлеме тытăннă. Ăна çар службине 1941 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче чĕнтернĕ. Ялтан вĕсем 8 çын тухса кайнă, вăрçă пуçланнă кун Ĕпхÿре пулнă. Унтан вĕсене Çурçĕре, Волховский фронта ăсатнă. Каярах Ленинградский фронтра çапăçнă. Унăн званийĕ - ефрейтор. 125-мĕш уйрăм огнемет ротинчи хими çыхăнăвĕн отделенийĕнче разведчик пулнă. Август уйăхĕн 8-мĕшĕнче 1942 çул контузи илнĕ. Çĕнтерÿ кунне Эстонире кĕтсе илнĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн Азербайджанра службăра тăнă.
Григорий Николаевича «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Хастарлăхшăн» медальсемпе, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин II степень орденĕпе, юбилей медалĕсемпе наградăланă.
1946 çулхи февраль уйăхĕнче килне таврăннă. Мăшăрĕпе, Елена Ивановнăпа, 3 хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă.
Вăрçă хыççăн Григорий Николаевич ялта бригадир пулнă, унтан 1978 çулччен трактор паркĕнче учетчик тивĕçĕсене пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан 3 çул тăршшĕ ял çыннисенчен сĕт пуçтарса, лашапа кÿршĕ яла сĕт заводне турттарнă. Хуняçа (свекр) ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă, тирпейлĕ çынччĕ. Унăн чĕри 1992 çулхи июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ. Ял çыннисем ăна яланах ырăпа асăнаççĕ.
Нина ДИМИТРИЕВА кинĕ.