Пелепейри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна Михайловка ялне янă. Вăл 1937-1939 çулсенче кĕçĕн классен ертÿçи пулса ĕçленĕ. Пĕр тикĕс шаккакан вакун кустăрмисен сассипе уйлама çăмăл та ирĕк. Асра юлашки эрнери пулăмсем. Нумай пулмасть 1939 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пишпÿлек военкоматĕнчен повестка килчĕ. Мăнаçлăх туйăмĕпе пĕрле «Енчен те çара юрăхлă пулмасан е призывран вăхăтлăха хăтарсан?» иккĕленÿллĕ шухăшсем те пуçа пырса кĕнĕ. Телее, пурте йĕркеллĕ пулчĕ, шикленни кая юлчĕ. Военкоматра полк шкулĕн курсанчĕ пулма пехота чаçĕн 39-58 командине йышăннине пĕлтерчĕç. Чугун çулпа виçĕ эрне ытла кайрĕç вĕсем. Сăнама юратакан çамрăка вакун чÿречинчен пăхмалли те чылайччĕ çав. Иркутск, Байкал кÿлли, Биробиджан, Хабаровск хулисем, Амур юхан шывĕ урлă кĕпер те хыçа юлчĕç. Ворошиловск хулинче поездран анса чарăнмасăр çăвакан çумăр айĕнче, кирза атăсемпе пылчăк тăрăх урасене аран сĕтĕрсе полк вырнаçнă çĕре çитиччен 30 çухрăм çуран утма тиврĕ.
Вăл вăхăтра Инçет Хĕвелтухăçĕнчи лару-тăру çивĕч те пăтăрмахлă пулнă. Япони енчен хĕç-пăшаллă провокаци туни те пулкаланă. Службăн пĕрремĕш кунĕсенче салтаксем хÿтĕлев сооруженийĕсем хатĕрленĕ. Сунфуй юхан шывĕнчен 50-60 метрта окопсем чавнă, хирĕç çыран «ют» пулнă. Шыв тулса сарăлса кайнă хыççăн чылай чух кĕперсене юсама тивнĕ. Салтаксен кулленхи пурнăçĕ çăмăл пулман. Столовăйĕнче ларса çиме вырăн çитменнипе ирхи апатпа кăнтăр апачĕ пĕр килнĕ. Брезент палаткăсенче çĕр каçнă. Кĕрхи сивĕ каçсенче самантлăха та пулин ялти пÿртре çывăх çынсемпе пĕрле пулас ĕмĕт пуçра пĕрре мар çуралнă. Казармăсене пурăнма ноябрь уйăхăн 6-мĕшĕнче çеç куçнă.
Ÿт-пÿ енчен çирĕп тата вулама-çырма пĕлекен салтака çар пуçлăхĕсем часах асăрханă. Николая çар хаçачĕн редакторĕн ĕçне шанса панă. Анлă тавракурăмлăхĕ, художествăлла пултарулăхĕ, сăн ÿкерчĕксем тума пĕлни, кĕнекепе туслă пулни çак ĕçре ăна питĕ пулăшнă. Николай ялта пурăннă чухне пушă вăхăтра Майн Рид, Дюма отец, Оскар Уайльд, Шота Руставели тата ытти нумай авторсен произведенийĕсемпе паллашнă. Агитаци ĕçне илсе пыни те, художествăлла хăйпултарулăха хутшăнни те ырă витĕм кÿнĕ. «Земля» пьесăри пуп рольне вылясси, комсомола 20 çул çитнине халалланă пухура тухса сăмах каласси те уншăн ют пулман. Хастар, мал ĕмĕтлĕ çамрăк çар пурнăçне анлă çутатса пама пултарнă. Вăрах вăхăт ÿкĕтленĕ, шухăшланă хыççăн кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме заявлени çырса панă. Романтикла ĕмĕтленекен яш таврари çут çанталăк илемĕпе киленнине хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче сыхласа хăварма тăрăшнă. (Николайăн дневникĕ хальхи вăхăтра шкул музейĕнче упранать, çак статьяна çырнă чух çавăнти материалсемпе усă курнă- авт.). Пурăнса ирттернĕ кунсем çинчен çырнине вăл Михайловка ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ вырăнсен ÿкерчĕкĕсемпе пуянлатнă.
Таврара 1940 çул пынă. Николай Тамбоври çарпа пехота училищинчен вĕренсе тухнă. Яштака пÿ-силлĕ качча çар тумтирĕ тата та илемлĕрех кăтартнă. Гимнастерка çине вĕренÿре, строй йĕркинче çитĕнÿсем тунишĕн кăкăр çине çакмалли паллăсем вырнаçнă. Салтак хăтлăхĕ, вĕренÿре илнĕ пĕлÿсем, çирĕп çар йĕркелĕхĕ Николайра шанчăк çуратнă, вăй хушнă. Çар служби иртмелли тепĕр вырăн Туркмени, Чарджоу хули, п/я 56/6 адреспа пулнă. Николай хăй куçĕпе вĕçĕ-хĕррисĕр, чунсăр Каракум пушхирне, Сырдарьяпа Амударья юхан шывĕсене курнă. Тÿсме çук шăрăха пула лашасем вилнĕ. Çакăн пек çанталăка хăнăхман çынсемшĕн çакă чăн-чăн асап вырăнне пулнă. Çар хĕсмечĕн вăхăчĕ вĕçленни çеç чуна лăплантарнă. Çар службин çулне çурри ытла иртнĕ-çке. Çывăх тăванĕсенчен, юратнă хĕрĕнчен килекен çырăвĕсем йăпанупа пулăшу кÿнĕ. Çывăрма выртас умĕн миçе хут вуламан-ши вăл юратнă çыннинчен илнĕ хыпара. Кашни йĕрки, сăмахĕ юрату çинчен пĕлтернĕ. Пуçра «Кĕтсе илейĕ-ши? текен ыйту çеç канăç паман. Анчах та пĕр самантра улшăнусем пулса иртнĕ. Вăрçă çĕр чăмăрĕн ытларах пайĕнче хуçа пулса хăйĕн йĕркине пăхăнтарнă. Никамран ыйтмасăр çынсен пурнăçне, ĕмĕчĕсене аркатнă.
1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче Николайăн ашшĕпе амăшĕ ывăлĕнчен йĕркипе çырнă вăрăм çыру илнĕ. Сарăхнă хут çинчи шăрçа пек тикĕс учитель почеркĕпе çырнă хыпар Чарджоу хулинчен пулнă. Пĕлнĕ-ши ашшĕпе амăшĕ çак çыру ывăлĕнчен юлашки пуласса? Вăхăт иртсен Андреев кĕçĕн лейтенантăн полкне вăрçăн хаяр çапăçăвĕсем пыракан Тула облаçне ăсатнă. Таврара кĕркунне хуçаланнă. Пылчăкпа юр хутăш çулсем çинче машинăсем пута-пута ларнă. Вĕсене тĕртсе кăларса малалла талпăннă. Нимĕçсем Раççейĕн вăта çĕрне ăнтăлнă. Кашни метр çĕршĕн юнпа пĕвеннĕ çапăçусем пынă, сирпĕнÿсем çĕре кисрентерсе тăнă. Пысăк çухатусем тÿссе тăшман хĕснине чарса тăнă. Вăрçă пуçламăшĕнчи тытăçусенче кĕçĕн лейтенантсемпе взвод командирĕсем хăйсен тĕслĕхĕсемпе салтаксене атакăна çĕкленĕ, вилнĕ пулеметчиксене ылмаштарнă. Çапăçу мĕнле вĕçленнишĕн, взводшăн, шанса панă çынсен пурнăçĕсемшĕн (хăшĕ-пĕри ашшĕн ÿсĕмĕнче пулнă) явап тытнă. Уйрăмах хаяр тытăçу нимĕçсемпе Калуга облаçĕн чиккинчи Алексин хули çывăхĕнче иртнĕ. Çак çапăçура Николая çурăлакан пульăпа персе хырăмĕнчен суранлатнă. Çапăçу хирĕнчен ăна çывăхри хваттере илсе килнĕ, вырăнта пурăнакансем суранланнисене пăхнă. Ултă сехет тăршшĕ çамрăк каччă пурăнассишĕн кĕрешнĕ. Шыв питĕ ĕçес килнĕ, анчах та тухтăрсем пама хушман. Лăпланма пĕлмен, пĕтĕм ÿте витĕрекен ырату… Чĕри тапма пăрахнипе пĕрех, вăл чĕтреннĕ çеç. Николай ÿт-пÿрен пурнăç кайнине сиснĕ ĕнтĕ. Аякри ачалăхра пулса иртнĕ пĕр самант аса килнĕ. Çак пулăм арçын ача çуралнă 1918 çулта пулса иртнĕ. Вăл тапхăрта ялта пĕрре шуррисем, тепре хĕрлисем хуçаланнă. Пĕрисем те, теприсем те ял çыннисене хĕсĕрленĕ, хресченсенчен хырçă-марçă пуçтарнă. Пĕрре çапла вĕсен çурчĕ çунма тытăннă. Амăшĕ каласа панă тăрăх, вăл Николая – чĕчĕ ачине, утиялпа тата кĕрĕкпе чăркаса пахчана, вут-çулăрман инçерех вырăна илсе тухнă. Кăшт вăхăт иртсен ачаран инçех те мар, пĕр 8 метрта снаряд çурăлнă. Телее, ун чухне ачана пĕр осколок та лекеймен. Çапла, 22 çул иртсен тăшман пулли Николая ĕмĕр тăршшĕ йĕрлесе пынă евĕр тепĕр вăрçăра хăваласа çитет. Ăна госпитале çитерсе ĕлкĕреймеççĕ, унăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. Çакăн пек вĕçленет пирĕн ентешĕн, Николай Сафронович Андреевăн, кĕске те çиçĕм хĕлхемĕ пек çутă пурнăçĕ. Унăн пурнăçĕ темиçе ăрушăн тĕслĕх вырăнне пулĕ.
Людмила ИВАНОВА, таврапĕлÿçĕ.
Пишпÿлек районĕ, Михайловка ялĕ.